Ĕçчен çынна халăх савать
Хăш-пĕр чухне çынпа çывăхрах паллашатăн та тĕлĕнетĕн - мĕн чухлĕ талант пĕр çынрах. Вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе тавралăха илем кÿреççĕ, ырă ĕçĕсемпе савăнтараççĕ.
Карăкçырминчи ĕне фермин заведующийĕ Н.П.Горшков пирки те çавнах каламалла. Çак ĕçре вăл 16 çул тимлет ĕнтĕ. Унччен маларах хуçалăхра шофер пулса ĕçленĕ. Нихăçан та нимĕнле ĕçрен те хăраман вăл. Ĕç ăна канăç кÿрет, ĕçре вăл пурнăç тĕллевне курать.
Николай Петрович фермăри мĕн пур ĕçе пĕлсе йĕркелесе пырать. Халĕ тата çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă хыççăн специалистăн ĕç калăпăшĕ ÿсрĕ, операторпа сантехник тивĕçĕсем ун çине тиенчĕç. Вăл ирхи 4 сехетрен ĕçе тытăнать те мĕн каçхи сăвăм вĕçлениччен фермăра.
- Ылтăн алăллă маçтăр вăл пирĕн, темле ĕçе те тĕплĕн тăвать. Коллективра хисепре, шанчăклă çын. Йывăрлăхсене пăхмасăр малаллах талпăнать ферма заведующийĕ. Укçашăн мар, чĕре хушнипе ĕçлесе пурăнать вăл, - теççĕ ун пирки коллективри ĕçтешĕсем.