100-мĕш çемье чăмăртаннă
Чăвашсенчен ытларахăшĕ мĕн авалтан кĕркунне туй ирттерме, хăна пухма кăмăлланă.
Уй-хирти, пахчари пысăк ĕçсене вĕçлесен савăнма та аванрах çав. Ăнса пулнă пахча çимĕçпе улма-çырла уяв сĕтелне пушшех пуянлатать. Çакна тĕпе хурса хальхи вăхăтра та чăвашсенчен нумайăшĕ кĕр мăнтăрĕпе çемье çавăрма тăрăшать. Акă, иртнĕ эрнере районта 100-мĕш мăшăр пĕр çемьене чăмăртаннă, вĕсем - Шулю каччи Сергей Владимирович Фондейкин тата кÿршĕ республикăри Ольга Васильевна Кириллова. Фондейкинсене эпир çемье çавăрнă ятпа саламлатпăр, юрату, телей сунатпăр.
"Пирěн пурнăç"