В.Путин перинаталь центрĕнче
Республика перинаталь центрĕ 2001 çулта йĕркеленнĕ. Пепкесене çутă тĕнче илемне парнелет вăл. Тĕрлĕ кăлтăкпа, патологипе кĕрешсе амăшĕсемпе ачисене пулăшать. Çакна валли центрăн мехелĕ çитет. Кунта ăста специалистсем вăй хураççĕ, паянхи куна тивĕçтерекен хатĕрсемпе, меслетсемпе усă кураççĕ. Кăна сентябрĕн 12-мĕшĕнче ĕçлĕ визит вăхăтĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăй курса ĕненчĕ.
Республикăн сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ Нина Суслонова патшалăх пуçлăхне центрăн тĕрлĕ пулăшăвĕпе паллаштарнă, çавăн пекех республикăра ача амăшне тата ачалăха сыхлас енĕпе йышăнакан мерăсем çинчен каласа панă.
Центр тытăмне пĕр-пĕринпе çыхăннă блоксен анлă комплексĕ кĕрет: акушер, педиатри, консультаципе диагностика уйрăмĕсем, медицинăпа генетика консультацийĕ, çул çитменнисен амбулатори уйрăмĕ, тухса çÿрекен консультаципе диагностика бригадисем, консультаци паракан телемедицина центрĕ. Центра çĕнĕ йышши хаклă сиплевпе диагностика оборудованийĕпе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех унта çемьешĕн ĕçлекен перинаталь технологийĕсене ĕçе кĕртнĕ, пепкепе амăшĕ палатăра пĕрле пулассине йĕркеленĕ. Центрăн педиатри уйрăмĕсене хамăр çĕршывра тата чикĕ леш енче кăларнă çĕнĕ медицина техникине вырнаçтарнă, вăл сиплев ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе усă курма май парать. Çавна май юлашки пилĕк çул хушшинче çуралнă чух йывăрăшĕ ытла та пĕчĕк пепкесен пурнăçне çăлса хăварасси палăрмаллах лайăхланнă, çут тĕнчене килнĕскерсем вилесси чакнă. Наци проектне пурнăçа кĕртес тесе республикăри 42 муниципаллă медицина учрежденийĕ хутшăннă. 2006-2007 çулсенче республикăна 787 диагностика оборудованийĕ 319,5 миллион тенкĕлĕх çитнĕ, “Васкавлă медицина пулăшăвĕ” паракан 159 автомашина хутшăннă. Палăртма кăмăллă, 2006-2007 çулсенче “Сывлăх” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, Чăваш Ен пĕтĕмпе 4 миллиард тенкĕпе пуянланчĕ. Перинаталь центрĕ 500 грамм таякан пепкесене ÿстерме пулăшакан 5 миллион тенкĕ тăракан аппарат та илме пултарнă.
Владимир Владимирович Путин медиксемпе, пулас ача амăшĕсемпе калаçнă, центрăн темиçе уйрăмне кĕрсе курнă, çавăн пекех перинаталь центрĕн коллективĕн ыйтăвĕсене хуравланă, вĕсен ĕçне ырă хак панă.