Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хăлха илтменнисене - пулăшу

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин районти социаллă хÿтлĕх пайĕ РФ Правительствин кăçалхи сентябрĕн 25-мĕшĕнчи «Федераллă бюджет укçи шучĕпе инвалидсене сурдокуçару пулăшăвĕпе тивĕçтерес йĕркесем çинчен» йышăнăвĕпе хăлха илтменнипе (производство инкекне е профессиллĕ чире пула инвалид пулса юлнисемсĕр пуçне) инвалид шутланаканнисене асăннă пулăшупа тивĕçтермелли правилăсене çирĕплетнине пĕлтерет. Вĕсемпе килĕшÿллĕн, инвалидсене сурдокуçару пулăшăвĕпе федераллă патшалăх медицинăпа социаллă экспертиза учрежденийĕсем хатĕрлекен уйрăм реабилитаци программисемпе килĕшÿллĕн тивĕçтереççĕ. Кун пекки халиччен пулман.

Сурдокуçару пулăшăвĕпе инвалида 40 сехет хушши çулталăкра пĕрре тивĕçтереççĕ, тапхăрне заявлени панă кунран шутлама тытăнаççĕ. Сурдокуçарупа усă курман сехетсемшĕн компенсаци  тÿлемеççĕ. Асăннă пулăшупа тивĕçтермелли çинчен инвалидăн хăйĕн е уншăн тăрăшакан çыннăн РФ социаллă страхлав Фончĕн ĕç тăвакан вырăнти органне заявлени тăратмалла. Вăл вара инвалида реабилитаци программине пурнăçа кĕртекен, сурдокуçару пулăшăвĕпе тивĕçтерекен организацие кайма направлени парать. Организацине вара социаллă страхлав Фончĕ суйлать.

Енчен те инвалид çак пулăшупа хăй тĕллĕн (хăйĕн укçипе) усă курнă пулсан ăна çак енпе тăкакланнă виçепе танлашакан компенсаци тÿлеççĕ, анчах та çак тăкаксем çинчен çирĕплетекен документсене тăратмалла. Хушма информацие районти социаллă хÿтлĕх пайне 2-16-46 телефонпа шăнкăравласа пĕлме пулать.



"Пирěн пурнăç"
13 октября 2007
00:00
Поделиться