Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çĕнĕ технологипе ĕне сурĕç

Пур çĕрте те çĕнĕ технологи  вăй илсе пынă май, ял хуçалăхĕсем те вырăнти ĕçсене çĕнĕлле йĕркелесе пыраççĕ. Çĕнĕлĕхĕн вăй-хăвачĕ пурах ĕнтĕ: ĕç пахалăхĕ ÿсет, вăхăт перекетленет, ĕçлекенсен ĕçĕ чылай çăмăлланать.

Çĕнĕ оборудовани вырнаçтарас тĕлĕшпе кăçал “Нива” ЯХПК-ра та тăрăшса ĕçлерĕç. Виçĕ эрне хушшинче ку енĕпе тăрăшакан специалистсем Испани çĕршывĕнче туса кăларнă оборудование вырнаçтарса çитернĕ. Акă, октябрĕн 11-мĕшĕнче Карăкçырми ĕне ферминчи дояркăсем каçхи сăвăма çĕнĕ технологи вăйĕпе йĕркелерĕç. Ăшă сĕт тÿрех пăрăх тăрăх холодильнике юхрĕ.

Кунти ферма ĕçченĕсем çĕнĕлĕх вăй илнипе питĕ кăмăллă.



"Пирěн пурнăç"
13 октября 2007
00:00
Поделиться