«Выльăх-чĕрлĕхе ăшă вите кирлĕ»
Колхозсемпе кооперативсем, ферма коллективĕсем обществăлла выльăх-чĕрлĕхе ăшă витесемпе тата тутă хĕлпе тивĕçтерессипе тимлеççĕ. Ăçта çакна лайăх ăнланса ĕçлеççĕ, ăçта çивĕч ыйтăва татса пама васкамаççĕ; Çак ыйтусем çине районти тĕп зоотехник С.Н.Кчетков хуравлама килĕшрĕ.
- Сергей Николаевич, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантармасăр малашлăх çук. Çакна пурте ăнланса ĕçлеççĕ-ши;
- Кăçал ял хуçалăхĕсенче мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ 4600 пуç шутланать, вĕсенчен 1650 пуç - сумалли ĕнесем. Сыснасен шучĕ 2000 яхăн, лашасем - 230, сурăхсем - 227, кроликсем - 65, чăх-чĕпсем - 8705. Обществăлла выльăха хĕл каçарма пурĕ 6399 тонна сенаж, 12635 тонна силос, 3884 тонна утă, 2300 тонна улăм янтланă. Ку кашни условнăй выльăх пуçне 19,5 центнер апат единиципе танлашать (кăшманпа фуража шутламасăр). “Путь Ильича” колхозăн улăм тĕркемĕсем халĕ те уйрах сапаланса выртаççĕ. Юр çăвиччен çак ĕçе вĕçне çитересчĕ.
Хуçалăх ертÿçисем выльăх-чĕрлĕх отрасльне ура çине тăратмасăр укçа-тенкĕллĕ пулма çуккине ăнланса ĕçлеççĕ. Çапах та пĕчĕк кăтартусемпе ĕçлесе пыракансем те пур. Акă, пысăк хуçалăхсенчен “Асаматпа” “Путь Ильича” колхоза асăнмалла. “Асамат” хуçалăх кăçал выльăхсен шутне 190 пуç таран чакарнă. Çавна май сĕт туса илесси пĕлтĕрхинчен 200 тонна таран пĕчĕкленнĕ. “Путь Ильича” колхозăн выльăх шучĕ 180 таран сахалланнă, сĕт сăвасси 130 тонна чухлĕ пĕчĕкленнĕ. Хуçалăх ертÿçисем çакна ĕçлеме специалистсем çитменнипе ăнлантараççĕ. Сăмах май, шăпах çак хуçалăхсенче пăруланă ĕнесене кунне виçĕ хутчен сăвассине йĕркелемен. Шулю ĕне фермине илсен те лару-тăру çăмăл теме çук. Дояркăсем сĕте киле тултаççĕ.
- Ĕне-выльăха тулăх апат, ăшă вите кирлĕ. Ферма çурчĕсене хĕле хатĕрлесси мĕнлерех пулса пырать;
- Йĕрке тăрăх, октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне выльăх витисене юсаса хĕле хатĕрлесе çитермелле. “Штанашский” хуçалăхра çĕнĕ оборудованиллĕ ĕне фермине туса çитернĕ, ытти фермăра та йĕрке тунă. “Санкинский” хуçалăхра та ĕне витисем çĕнĕ. Хăш-пĕр производство кооперативĕсенче ку енĕпе ĕçсем халĕ те пыраççĕ-ха. В.Никитин фермер хуçалăхĕпе “Нива” ЯХПК-ри фермăсенче çĕнĕ технологиллĕ оборудованисем вырнаçтараççĕ.
Вĕсенче ку ĕç тăсăлса кайрĕ. Çавна май “Нива” хуçалăхри ĕнесем халĕ те çуллахи лагерьте тăраççĕ. Кунта сăвăм палăрмаллах чакрĕ. Кĕрхи çанталăк хăй ырлăхĕпе савăнтарать пулин те, каçхине палăрмаллах сивĕ. Выльăхсене урамра усрамалла мар, юсав ĕçĕсене хăвăртлатмалла. “Коминтерн” ЯХПК-ри Атнарти ĕнесем те Березовкăри çуллахи лагерьтех-ха. Кунта та сĕте пăрăхсем тăрăх ярассине йĕркелеççĕ. Сорăм ĕне ферминче те юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Çавăнпах атнарсен сăвăмĕ пĕчĕкленчĕ. Кашни кун ĕнесем талăкра 900 грамм сĕт чакараççĕ. Сĕт суса илесси япăхланни пире чыс кÿмест. Ытти хуçалăхсенче те пĕчĕк çитменлĕхсем пур. “Сура” ЯХПК пирки калас пулсан, вăл паян пушшех те йывăрлăхра.
Хуçалăх ертÿçисен ферма витисене йĕркене кĕртессипе çине тăрса ĕçлемелле, ĕне-выльăхран продукци илессине чакармалла мар.
- Выльăхсен ÿт хушаслăхĕ мĕнле-ха; Ĕнесенчен пăру илесси йĕркеллех-и;
- Районĕпе илсен, самăртма хупнă выльăхсем паян вăтамран талăкра 495 грамм ÿт хушаççĕ. Çав хушăрах “Коминтерн” ЯХПК-ри ферма ĕçченĕсем выльăхсене талăкра 735 грамм ÿт хуштараççĕ. “Путь Ильича” колхозра вара çак кăтарту 283 грампа çеç танлашать.
Ĕнесенчен пăру илесси “Путь Ильича”, “Асамат”, “Победа” хуçалăхсен япăх пулса пырать. Пăрусем тĕрлĕ чир-чĕрпе асапланаççĕ, вилекенсен йышĕ те пысăк. Çавăнпа асăннă хуçалăхсенче ÿт хушаслăх та пĕчĕк. Кунта каллех специалистсем çукки ура хурса пырать.
- Паянхи сăвăм мĕнле;
- Ял хуçалăхĕсенчи кашни ĕне талăкра вăтамран 8,3 килограмм сĕт антарать. Ку кăтарту пĕлтĕрхи пекех. Анчах лăпланса ларма кирлĕ мар. Кĕркунне çитрĕ. Выльăхсене тăрантарассипе хĕллехи рацион çине куçмалла. “Коминтерн” ЯХПК-ра сенаж çитерессине йĕркеленĕ ĕнтĕ. Ыттисенче пуçăнман-ха. Хуçалăх ертÿçисен, фермăри специалистсен витесене хĕле хатĕрлессине паян-ыран вĕçлемелле, выльăх-чĕрлĕхе тулăх апатпа тăрантармалла. Çавăн чухне çеç хуçалăх тупăшлă пуласса шанма пулать.
- Сергей Николаевич, калаçушăн тавтапуç.