Вĕсенче çĕршыв хăвачĕ
Чăваш Ен - чылай тава тивĕçлĕ те пултаруллă çыннăн Тăван çĕршывĕ. Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕн - Андриян Николаевăн космосри паттăрлăхĕ çинчен республикăра пĕчĕк ачасем те пĕлеççĕ. Пирĕн ентеш Тăван çĕршыва, чăваш çĕрне вĕçĕ-хĕррисĕр юратнă. Хăйĕн юлташĕсемпе ĕçтешĕсене вăл тăван ен çинчен яланах хавхаланса каласа панă, Шуршăлта Раççейĕпе те пĕртен-пĕр Космонавтика музейĕ пулнипе мăнаçланнă. “Ман юлташсен музейĕ”, - тенĕ çак музее А.Николаев, çăлтăрсем патне çитсе курнă тусĕсене Чăваш Ене хăнана чĕннĕ май.
СССР космонавт-летчикĕсем, Совет Союзĕн икĕ хут Паттăрĕсем Борис Волыновпа Виктор Горбатко, Раççей космонавт летчикĕ, Раççей Паттăрĕ Николай Бударин тата Владимир Ляхов космонавт Чăваш Ене час-часах килсе çÿреççĕ. Николай Бударин та пирĕн ентеш, Улатăр районĕнчен. Вăл темиçе хутчен космосра пулса тата уçă космоса тухса тăван республикăна чапа кăларчĕ. Андриян Николаевпа Николай Бударин пек çынсен паттăрлăхĕнчен тĕслĕх илсе çамрăк ăру патриотизмла кăмăл-туйăмпа, чыспа тивĕç çинчен манмасăр, Тăван çĕршыв умĕнче яваплăха туйса ÿсет.
Акă, Евгений Борисовах илер. Вăл - çирĕм çичĕ çулта. Халĕ ăна республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те пĕлеççĕ. Çурçĕр Кавказра службăра тăнă çĕрте боевиксене хирĕç çапăçнă чух хăюлăхпа хастарлăх, чăтăмлăх кăтартнăшăн ăна Раççей Паттăрĕн Ылтăн Çăлтăрĕпе наградăланă. Паянхи кун Евгений Борисов ертсе пыракан предприяти Атăл леш енне аталанма пулăшать, çав вăхăтрах Октябрьски салинче санатори туса хута ярассишĕн тăрăшать.
Çĕршыв паттăрĕсем, Чăваш Республикин Президенчĕн Николай Федоровăн республикăн системлă модернизаци политикине ырласа пĕр тĕллевпе - чăваш халăхĕн пурнăçĕ лайăхрах та хăтлă пултăр тесе пĕрлешеççĕ. Çакăн пек çынсем çинче тытăнса тăрать те Раççейĕн пĕрлĕхĕ, хăвачĕ, вăйĕ.