Сирĕн ăру - тĕслĕх
Ватă çынсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ умĕн Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров республика аталанăвне курăмлă тÿпе хывнă аслă ăрăвăн паллă çыннисемпе тĕл пулнă. “Пирĕн ăрушăн, - тенĕ Президент, - сирĕн ăру - ĕçе, тăван республикăна, çĕршыва парăннин тĕслĕхĕ. Çавна май тыл ĕçченĕсем, ĕç кунĕшĕн вăй хунă колхозниксем ытла пĕчĕк пенси илни чăннипех кÿренмелле. Халĕ çак ыйту татăласса шанатăп”.
Республика Президенчĕ палăртнă тăрăх, Чăваш Енре ватăсене хÿтлĕх парас енĕпе сахал мар тăваççĕ. Ку енĕпе тата та ытларах тума сăмах панă. “2005 çулта ветерансене пулăшма республика бюджетĕнчен 470 миллион тенкĕ уйăрнă, кăçал, хальлĕхе, - 900 миллион ытла. Çитес çул ку виçе тата 200 миллион тенкĕ чухлĕ ÿсĕ. Пирĕн Думăри депутат Константин Косачев тăрăшнипе Пенси фончĕ пĕччен ватăсене пулăшма уйăрнă 4 миллион тенкĕ çумне 5 хут пысăкрах укçа хутшăнчĕ. Эппин, çĕр-çĕр ватă çурт юсама, газ оборудованийĕ туянма, ытти ыйтăва татса пама укçа илĕ”.
Паянхи пурнăç çинчен каланă май ветерансенчен нумайăшĕ ăна иртнĕ кунсемпе танлаштарнă. Республикăн вĕрентÿ министрĕ пулнă Георгий Сидоров - Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн икĕ хут кавалерĕ - 50-мĕш çулсен пуçламăшĕнче хăй ĕçленĕ ялти шкул валли мини-электростанци тунине аса илнĕ. “Унччен вара краççын лампипе вĕреннĕ, - тенĕ 78 çулти пенсионер. - Хальхипе мĕнле танлаштарайăн! Мĕн чухлĕ çĕнĕ шкул, шкул автобусĕсем, компьютер класĕсем! Хам та вĕрентĕттĕм те - çамрăк чухнехи çулсем мар”.
Николай Федоров калаçăва хутшăннисене Ватă çынсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламланă, вĕсене республикăна аталантарас ĕçе хывнă пысăк тÿпешĕн тав тунă.
Юлашкинчен вара тĕл пулăва хутшăннисем журналистсен ыйтăвĕсем çине хаваспах хурав панă.
Геннадий Петрович Кучеренко, Октябрьти Революци тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав Орденĕсен кавалерĕ, 30 çула яхăн “Химпром” ОАО-ра ĕçленĕ, механикран пуçласа генеральнăй директорĕн çумĕ таран ĕçлесе çитнĕ:
- Эпĕ шутланă тăрăх, ЧР Президенчĕ Н.Федоровпа республика ертÿçисем тытса пыракан политика тĕрĕс. Мĕншĕн тесен, ытти регионсемпе танлаштарсан, пирĕн республикăра çеç “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ята парассине йышăннă. Çакă тăван халăхăмăршăн тăрăшни пулать.
- Эсир хăвăр “Чăваш Республикин ветеранĕ” ята тивĕçнĕ-и;
- Çук, çапах та эпĕ ыттисемшĕн хĕпĕртетĕп.
Любовь Николаевна Белозерова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ промышленноç ĕçченĕ, “Волжская Текстильная компания” УАО-н операторĕ пулнă, “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ята тивĕçнĕ пĕрремĕш çын:
- Эпĕ çак ята тивĕçнĕ пĕрремĕш удостоверениллĕ çын пулни çинчен киле шăнкăравласа пĕлтернĕ хыççăн питĕ тĕлĕнтĕм. Çакă маншăн пысăк кĕтменлĕх пулчĕ, манăн ĕçе тивĕçлĕ хакланишĕн савăнтăм.
- Калăр-ха, тархасшăн, РФ тата ЧР Президенчĕсем тĕрĕс социаллă политика тытса пыраççĕ-и;
- Тĕрĕсех тесе шутлатăп, вĕсем пĕтĕм вăйран халăхшăн тăрăшса ĕçлеççĕ. Ватăсене те манмаççĕ, вĕсен социаллă пурнăçне çăмăллатассишĕн тимлеççĕ. Ку енĕпе республикăра та, Раççейре те нумай ĕç туса ирттереççĕ.
- Республикăри çĕнĕлĕхсене мĕнле хакланă пулăттăр;
- Пурнăç çултан-çул лайăхланать. Тăван хуламăр чаплăланса, илемленсе, хăтлăланса пырать. Экономикăри ĕçсем лайăхланчĕç. Мана çак тапхăрта пурăнма килĕшет.
Ĕненетĕп, К.Косачевпа П.Семенов депутатсем те республикăра пурăнакансен пурнăçне çăмăллатассишĕн тăрăшаççĕ.
Порфирий Васильевич Афанасьев, Чăваш Республикин халăх поэчĕ, ЧР патшалăх премийĕн лауреачĕ:
- Палăртма кăмăллă, юлашки çулсенче халăх пурнăçĕ лайăхланчĕ, пурăнма интереслĕрех. Влаç органĕсенче тăрăшакансем ватăсене пысăк тимлĕх уйăрни куç кĕрет. Ватăсене уйăхсерен паракан пенси укçине ÿстерсех пыраççĕ, ĕçлекенсен ĕç укçи хăпарчĕ, республикăра чылай çĕнĕлĕхсем пулнине куратпăр. Эпĕ кунта 40 çул каялла килнĕ. Малтанхи çулсене хальхипе танлаштаратăп та питĕ тĕлĕнетĕп. Мĕн чухлĕ çĕнĕлĕх, улшăну пулса иртрĕ тăван хуламăрта. Шупашкара килнĕ хăнасем республика чечекленсе ешернине курса тĕлĕнеççĕ. Хула варринчи пĕр залив мĕне тăрать, унти фонтансем куçа илĕртеççĕ, унтах капăр тумлă, савăнăçлă сăн-питлĕ çынсем пушă вăхăта канлĕ ирттереççĕ... Эпĕ шутланă тăрăх, вĕсем малашлăха ĕненсе пурăнаççĕ.
Михаил Иванович Иванов, Социализмла Ĕç Геройĕ, ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ:
- Строительство тĕлĕшĕнчен республика мĕнле улшăнни çинче чарăнса тăрас килет. Хулари çĕнĕ çуртсем куçа савăнтараççĕ. Архитектури мĕнле тата; Стройкăра эпĕ пĕтĕмĕшле 50 çул ĕçлерĕм. Мана малтанхипе хальхине танлаштарса калама питĕ çăмăл.
Нина Дмитриевна Самойлова, ĕç ветеранĕ, “Завод электроники и механики” УАО-н экспертлă бюро начальникĕнче тăрăшнă, хальхи вăхăтра Шупашкар хулин Ленин районĕн хĕрарăмсен Канашĕн членĕ:
- Пирĕн республика чаплă, тĕп хуламăр чечекленсе те илемленсе пырать. Манăн аслă ывăл 25 çул ĕнтĕ Карелире пурăнать, тăван тăрăха час-часах килет. “Аннеçĕм, мĕнле кăна хулара пулман-ши эпĕ, анчах Шупашкар хули пек хитрине тата тасине курман”, - тет яланах вăл. Мăнук тата: “Асанне, Чăваш Ен пек хитре çĕршыв çук”, - тет хĕпĕртесе. Атăл юханшывĕ мĕне тăрать кунта. Мăнук ÿнерçĕ пулнă май, çуллахи тапхăрта тăван хуламăр илемлĕхне курса киленсе пурăнчĕ. Çав хушăра хăйне валли 24 сăн ÿкерчĕк туса хатĕрлерĕ.
Любовь Федоровна Чихняева, ĕç ветеранĕ, почтамт тытăмĕнче 42 çул ĕçленĕ, паянхи кун та ĕçре:
- Эпĕ ĕçлекен пенсионер. Çавăнпа çирĕплетсе калатăп, ватăсен пурнăçĕ халĕ тивĕçлĕ шайра.
- Сирĕн шутпа пенсионерсемшĕн тата мĕн тумалла пек;
- Пĕччен пурăнакан ватăсем çине ытларах тимлĕх уйăрма сĕнес килет. Вырăнти влаç органĕсенче тăрăшакансем ватăсене ан манччăр. Вĕсемшĕн ырă сăмах та тем пекех хаклă.
- Эсир республика аталанăвне мĕнле хак панă пулăттăр;
- Республика территорийĕнче эпĕ 42 çул ĕçлесе пурăнатăп. Манăн шутпа, Шупашкар хули пек чапли çук, унăн аталанăвĕ куç умĕнче. Халĕ пур çĕрте те çĕнĕ технологи вăй илсе пырать. Республика аталанăвĕ тивĕçлĕ шайра тесе калас килет.
Валерий Изосимович Романов, ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ, “Дорисс” УАО-н 5 № специализациленнĕ управленийĕн ĕçченĕ:
- ЧР Президенчĕ Н.Федоров республикăри пенсионерсемшĕн тăрăшать. Хула сăн-сăпатне çĕнетессишĕн, тавралăха тирпей-илем кÿрессишĕн çине тăрса ĕçлет. Пурте куратпăр, Шупашкар куç умĕнче капăрланса пырать.