Инкек куçа курăнса килмест
Зина, Çинка теççĕ ăна ялта. Зина фермăра дояркăра тăрăшрĕ, унăн мăшăрĕ Юрка çав хуçалăхрах механизаторта ĕçлерĕ. Икĕ ывăл ÿсрĕ вĕсен. Иккĕшĕ те хастар та ĕçчен, шкулта та аван вĕренчĕç, ашшĕ-амăшне те пулăшрĕç. Ялта та туслă çемье çине пăхса савăнатчĕç.
Çапах та пурăна киле ял çине сăмах тухрĕ. Пăшăл-пăшăл турĕç пус килсем, анчах та Зинăна калама хăяймарĕç. Хăçан та пулин хăех сисĕ, ăнланĕ, терĕç пулĕ. Юрка урăх хĕрарăм патне кайса çÿренине пурте пĕлетчĕç ĕнтĕ. Зина кăна ним пулман пек, ним курман пек çÿрерĕ. Илтрĕ-ха вăл мăшăрĕ Галя патне кĕрсе çÿренине, анчах та ĕненесшĕн пулмарĕ.
Пурăна киле Галя йывăр çын пулни паллă пулчĕ. Çавăн чухне çеç ĕненчĕ Зина мăшăрĕ, юратнă Юрка, урăххи патне çÿренине. Килте питĕ пысăк калаçу пулса иртрĕ. «Шутла, Юрка, шутла, малалла мĕнле пурăнмаллине», - терĕ Зина.
Юрка Галя патне пурăнма куçрĕ. Уйрăлма çăмăл пулмарĕ. Чĕре çунчĕ, вутпах çунчĕ. Чунне ĕçпе пусарчĕ Зина, ачисемпе йăпанчĕ. Юрка та икĕ вут хушшинче пурăнчĕ. Зина килте çук хушăра ачисем патне кĕрсе çÿрерĕ, карта-хуралтă юсарĕ, пулăшрĕ.
Сисмесĕрех пилĕк çул иртрĕ. Гальăпа Юрка ывăлĕ Сергей ÿссе пычĕ. Мĕн тери савăнчĕ вăл 5 çула çитсен ашшĕ велосипед илсе парсан!
Инкек куçа курăнса килмест, теççĕ. Юрка йывăр чирлесе ÿкрĕ, урăх ура çине тăраймарĕ, вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Питĕ хытă куляннипе-ши - Галя та чирлесе кайрĕ. Нумаях пурăнаймарĕ, çав çулах ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ.
Гальăпа Юрка ывăлне ачасен çуртне пама шутларĕç. Анчах та Зина, Сережăпа курса калаçнă хыççăн, ăна хăйсем патне пурăнма илчĕ. Аслă ачисене Зина çапла каларĕ: «Юратăр, сыхлăр - Сергей сирĕн пĕр тăван».
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Вăхăт иртрĕ. Ăнсăртран Зина чирлесе ÿкрĕ. Больницăрах выртма тиврĕ унăн. Сергей амăшĕ çумĕнчен каймарĕ. «Анне, анне, ан вилсе кай кăна», - тесе амăшне пуçĕнчен ачашларĕ. «Сергей, ачам, ан хăра, эпĕ сире пăрахмастăп», - терĕ ăшă та лăпкă сассипе Зина. «Аха, малтанхи анне те çапла каларĕ, хăй вилсе кайрĕ», - терĕ куççульне шăлса пĕчĕк Сережа.
Зина чире парăнтарчĕ. Ачисене пĕчченех ура çине тăратрĕ. Аслисем иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илчĕç. Сергей вара çар çынни пулма шутларĕ.
Ачисем амăшне пăрахмаççĕ, чунтан-чĕререн юратаççĕ.