Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Чыс та хисеп Сире, аслă ăру çыннисем!

Октябрĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери Ватăсен кунне анлă уявларĕç. Çак кун пирĕншĕн, вĕсен ачисемпе мăнукĕсемшĕн, пире пурнăç панă, йывăр тапхăрта Тăван çĕршыва хÿтĕлесе хăварнă, ăна хăйсен аллипе хăтлăх кĕртнĕ çынсем умĕнче тÿлесе татайми парăмра пулнине манмалла марри çинчен аса илтермелли кун пулчĕ. Çавна май, района ертсе пыракансем, ял тăрăхĕсенче, социаллă хÿтлĕх пайĕнче тăрăшакансем, пенси фончĕн ĕçченĕсем, педагогсем, вĕренекенсем  аслă ăрури çынсене уяв ячĕпе чун-чĕререн саламларĕç, ватăсене хумхантаракан ыйтусемпе интересленчĕç, пĕрле çавра сĕтел хушшинче пулчĕç, парнесемпе  савăнтарчĕç, хăшĕсене “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ятпа чысларĕç.

Хисеплĕ ветерансем, аслă ăру çыннисем! Эсир пурнăçра пухнă паха пуян опытăрпа пире кулленхи пурнăçра йывăрлăхсене çĕнтерсе малашлăх тĕллевĕсене пурнăçлама хавхалантарса, вĕрентсе пыратăр. Канлĕ ватлăх та тату пурнăç пултăр сирĕн.



"Пирěн пурнăç"
03 октября 2007
00:00
Поделиться