Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ача амăшĕсемпе ачасене - пулăшу

Нумаях пулмасть Николай Федоров Президент ертсе пынипе  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртрĕ. ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви унта пăхса тухма “Çие юлнă амăшĕсемпе ачана кăкăр ĕмĕртекен амăшĕсене, çавăн пекех Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен иртмен вăтам тупăш илекен çемьесенчи икĕ çултан пуçласа виçĕ çула çитичченхи ачасене лайăх пахалăхлă апатпа тивĕçтересси çинчен” ыйту тăратнă.

Н.В.Суслонова министр пĕлтернĕ тăрăх, ку документа федерацин тата Чăваш Республикин “Чăваш Республикинчи граждансен сывлăхне сыхласси çинчен”  саккунĕсемпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ. “Çак категорири çынсене - çие юлнă амăшĕсемпе ача ĕмĕртекен амăшĕсене тата вăтам тупăш илекен çемьери ачасене пулăшмалла”, - терĕ Нина Владимировна. Эпир икĕ-пилĕк çулсенчи ачасене пособи парса пулăшатпăр. Пĕр ача пуçне уйăхне ик çĕр тенкĕ ытла, икĕ ача пуçне тăват çĕр тенкĕ ытла. Хальхинче сăмах 2-3 çулсенчи ачасем пирки пырать. Ун пек ачасем вун пĕр пин. Шутласа пăхнă тăрăх, çав тĕллевпе çичĕ миллион тенкĕ кирлĕ пулать. Хушма тупăш шучĕпе амăшĕсемпе ачасене пулăшма май пур. Кăçалхи çичĕ уйăхра Чăваш Енре уйăхри вăтам ĕç укçи федерацин Атăлçи округĕнчи мĕн пур регионтинчен пысăкрах хăвăртлăхпа - 22,2 процент ÿснĕ, çĕршывĕпе -  12 процент. Правительство членĕсем министерство хатĕрленĕ документа ырласа йышăнчĕç.

Лару сывлăх сыхлавĕн патшалăх учрежденийĕсене - “Республикăри медицина центрне” тата “Республикăри 1-мĕш клиника больницине” пĕрлештерес ыйтăва пăхса тухрĕ. Палăртнă тăрăх, çакă çынсене квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ парассине тата сиплессине лайăхлатма пулăшĕ. Диагностика службине вăйлатма пĕрлехи лаборатори служби туса хураççĕ. Çапла майпа тĕрлĕ тăкак сахалланать, лаборатори тĕпчевĕсем тăвасси, хут нумай çырасси чакать. Çĕнелнĕ учрежденире хальхи технологипе усă курасси ÿсет. Çĕнĕ тата хăватлă технологипе ĕçлекен учреждени туса хуни сывлăх сыхлавĕшĕн усăллă пулĕ.

Чăваш Республикин “Чăваш Республикинче ачасене социаллă пулăшу парасси çинчен” саккуна пурнăçламалли мерăсемпе пухăннисене ЧР вĕрентÿ министрĕ Галина Чернова паллаштарчĕ. “Ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасене пулăшу парассине нумай вăхăтлăх палăртни çак ĕçре çирĕп йĕрке туса хума пулăшать”, - терĕ вăл.



"Пирěн пурнăç"
03 октября 2007
00:00
Поделиться