4 кунта 7 хĕр ача çуралнă
ЗАГС пайĕн специалисчĕ Е.С.Барышникова пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа районта 141 ача (70 арçын ача, 71 хĕр ача) çут тĕнчене килнĕ. Вĕсенчен саккунлă мăшăрланура тăман хĕрарăмсем 26 пепке çуратнă. Акă, сентябрĕн 24-27-мĕшĕсенче çеç çемьесене 7 “çĕнĕ кайăк” - пурте хĕр пĕрчисем - вĕçсе кĕнĕ. Пĕлтĕр вара çак тапхăрта пурĕ 127 ача çуралнă пулнă.
Çын вилекенсен йышĕ чакнă. Иртнĕ çул 9 уйăх хушшинче район территорийĕнче 388 çын вилнĕ, кăçал çак хушăра 354 çын çĕре кĕнĕ. Пĕлме интереслĕ, арçынсем вăтамран 58 çул пурăннă, хĕрарăмсем - 75 çул.
"Пирěн пурнăç"