Виçĕ çуллăх бюджет - пысăк пĕлтерĕшлĕ документ
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ сентябрĕн 4-мĕшĕнче республикăн 2008 çулхи тата планпа пăхнă 2009, 2010 çулсенчи тапхăрти бюджечĕн проекчĕ тăрăх халăх итлевĕ ирттерчĕ. Правительство çурчĕн Пысăк залне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Министрсен Кабинечĕн членĕсем, район-хула муниципалитет тытăмĕсен пуçлăхĕсем, депутатсен Пухăвĕсен ертÿçисем, общество, муниципалитет тытăмĕсен пĕрлешĕвĕсен, федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисем тата ыттисем пухăнчĕç. Итлеве Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн Ертÿçи, ЧР Президенчĕн Патшалăх Канашĕнчи полномочиллĕ представителĕ Э.А.Аблякимов хутшăнчĕ.
Республикăн çитес виçĕ çулхи бюджет проекчĕн тĕп çул-йĕрĕсем çинчен ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс министрĕ Н.В.Смирнов каласа пачĕ. “Проекта Чăваш Республикин Президенчĕ кăçал Патшалăх Канашне янă “Вăхăта хакламалла, çынсемшĕн ĕçлемелле” Çырура, Чăваш Республикин 2020 çулчченхи экономикăпа социаллă аталану Стратегийĕнче кăтартса панисене тĕпе хурса хатĕрленĕ”, - терĕ вăл. Унта мĕн пур сферăри экономикăна, пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантармалли, промышленноç тата ял хуçалăх производствине ÿстермелли, пурлăха инвестици нумайрах хывмалли, “АПК аталанăвĕ”, “Вĕрентÿ”, “Сывлăх сыхлавĕ”, “Пурăнмалли çурт-йĕр строительстви” наци проекчĕсене пурнăçламалли тата ытти нумай ене кăтартса панă.
Министр палăртнă тăрăх, экономикăна аталантармалли нумай çуллăх план - 2008-2009-2010 çулсем - çирĕп аталану планĕ пулса тăма тивĕç. Кунта макроэкономика, финанспа бюджет политики тĕп вырăн йышăнмалла. Çапла майпа министерствăсемпе ведомствăсен хăйсен ĕçне лайăхрах тата тĕплĕн шухăшласа, пур енлĕн тишкерсе палăртма, хăйсен ĕçне тивĕçлĕ хак пама, укçа-тенке, ĕç ресурсĕсене перекетлеме май килет. Проекта Раççей тата Чăваш Республикин бюджечĕсем çинчен калакан çĕнĕ саккунсемпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ.
Министр çакна та аса илтерчĕ, республика экономики юлашки вăхăтра çирĕп аталанать. Сăмахран, кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче промышленноç производствин калăпăшĕ 111,6 процентпа, ял хуçалăхĕнче продукци туса илесси 105,4 процентпа танлашнă, халăхăн укçа-тенкĕ тупăшĕ ÿснĕ. Республика рейтингĕ экономика кăтартăвĕсемпе те, конкуренци майĕсемпе те пысăк, РФ Правительстви хакланă тăрăх, социаллă аталанăвăн нумай енĕпе Чăваш Республики кăçал иккĕмĕш вырăн йышăннă, федерацин аталану грантне çĕнсе илнĕ.
Çитес виçĕ çулта республикăра тупăш тата нумайрах илме, социаллă пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене туллин пурнăçлама палăртаççĕ. 2008 çулта республикăн пĕрлештернĕ бюджетне 24,4 миллиард тенкĕ ытла тупăш пырса кĕмелле, виçĕ çултан çак кăтарту 37,3 процент ÿсмелле. Çавăн пекех бюджетри тăкаксен хисепĕ хĕрĕх процента яхăн ÿсмелле. Çапла майпа бюджет тытăмĕ çитес виçĕ çулта çирĕп пулмалла, 2010 çулта республикăн харпăр хăй тупăшĕ 75 процента çитмелле. Ку енĕпе Чăваш Республикин кăтартăвĕ Раççей вăтам кăтартăвĕн шайĕнчен пысăкрах, пĕлтĕр федерацин Атăлçи округĕнче Чăваш Ен виççĕмĕш вырăн йышăннă. Малашне республика Правительстви çĕнĕрен ĕç вырăнĕсем туса хума, инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртме, пулăшу ĕçĕсен калăпăшне чылай ÿстерме, ветерансене, инвалидсене, нумай ачаллă, сахал тупăш илекен çемьесене тата ытти категорири çынсене пулăшу парассине вăйлатма палăртать.
Экономика хăвăрт аталанни социаллă ыйтусене татса парассине хальхи пекех пĕрремĕш вырăна кăларса тăратма май парать. Социаллă культурăна аталантарма укçа-тенкĕ чылай нумайрах палăртаççĕ, 2010 çул тĕлне 2006 çулхипе танлаштарсан 65,4 процент. Вĕрентÿ тата сывлăх сыхлавĕн отраслĕсене бюджетран укçа-тенкĕ уйăрасси ÿсет. Халăхăн укçа-тенкĕ тупăшĕ хальхинчен чылай ÿсмелле, уйăхри вăтам ĕç укçи 1,9 хут пысăкрах пулмалла. Çав шутра аслă, ятарлă вăтам пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсен стипендийĕ те ÿсмелле.
Бюджетран республика агропромышленноç комплексне укçа-тенкĕ нумайрах уйăрма тытăнаççĕ, ку вăл - çăмăллăх кредитсем, субсидисем, ялăн социаллă сферине аталантарасси т.ыт.те. “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, уйрăм çын тытакан хушма хуçалăха аталантарасси, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси çине малашне те тимлĕ пăхаççĕ. Çавăн пекех мĕн пур яла хытарса тунă çулпа çыхăнтарасси, яллă вырăнта физкультурăпа сиплев учрежденийĕсем тăвасси, халăха ĕçмелли таса шывпа тивĕçтересси, пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси (çулталăкра 1,2 миллион тăваткал метр) хальхи пекех чи пысăк тĕллевсен шутне кĕреççĕ.
Малалла министр бюджет хутшăнăвĕсене лайăхлатас ыйту çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Республика, хула-район тата ял тăрăхĕсен бюджечĕсене пĕр пăркаланмасăр пĕтĕмпех пурнăçласси çинчен каларĕ.
Итлевре хăш-пĕр муниципалитет пуçлăхĕсемпе представителĕсем тухса калаçрĕç. Бюджет проектне ырланипе пĕрлех вĕсем хула хуçалăхĕн йывăрлăхĕсем çинче те (çурт-йĕре, çулсене юсасси, çынсене кивĕ хваттерсенчен куçарасси, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх нушисем) чарăнса тăчĕç. Чăн та, çивĕч ыйту сахал мар, анчах нумайăшне республика бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕпе усă курса татса пама пулать. Унпа чылай çĕрте пĕтĕмпех усă курмаççĕ. Финанс министрĕ пĕлтернĕ тăрăх, ку чи малтан Улатăр, Çĕмĕрле, Канаш, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕсене пырса тивет.
Патшалăх Канашĕн Бюджетсен, налуксен, предпринимательлĕхпе харпăрлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн ертÿçи А.В.Щербаков пĕлтернĕ тăрăх, граждансенчен бюджет ыйтăвĕсемпе çыру чылай килет, вĕсене комитетра çийĕнчех пăхса тухаççĕ, халăха уççăн пĕлтереççĕ.
Итлеве хутшăннисем Чăваш Республикин виçĕ çуллăх бюджечĕн проекчĕ пирки сĕнÿсем йышăнчĕç, проекта Патшалăх Канашĕн çитес сессийĕнче пăхса тухаççĕ.