Кашни ачана - пособи
Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин районти социаллă хÿтлĕх пайĕ халăха ача пособийĕсемпе тивĕçтерессипе те тимлет.
Акă, 16 çул тултарман ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕ уйăхсерен пособи илет. Енчен те ача вĕрентÿ учрежденийĕнче ăс пухать пулсан, ăна 18 çулчченех çак пособипе тивĕçтереççĕ. Кăçалхи сакăр уйăх хушшинче кун пек пособие район çыннисене 5 428 210 тенкĕ те 82 пуслăх тÿленĕ. Çавăн пекех опекăна илнĕ ачасемшĕн (вĕсем 18 çул тултариччен) паракан пособипе январь-август уйăхĕсем хушшинче 3 711 622 тенкĕ те 61 пуслăх тивĕçтернĕ. Ачана çулталăк çурăна çитиччен пăхнăшăн уйăракан пособие вара сакăр уйăх хушшинче пурĕ 1 673 500 тенкĕлĕх тÿленĕ. Çуратас умĕнхи тата çуратнă хыççăнхи пособие 33 391 тенкĕ те 66 пус уйăрнă. Ачана çуратнă хыççăн пĕр хут паракан пособие сакăр уйăх хушшинче пĕтĕмпе 491 677 тенкĕ те 42 пуслăх тивĕçтернĕ.
Палăртмалла, кăçалхи апрель уйăхĕнчен ача пособийĕсене уйăрмалли йĕркене улшăнусем кĕртрĕç. Çакă асăннă пособисене илме пултаракансен йышне ÿстерчĕ. Çĕнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн, çулсерен районти социаллă хÿтлĕх пайне çемье йышĕ çинчен çирĕплетекен тата ашшĕ-амăшĕн иккĕшĕн 3 уйăхри тупăшне кăтартакан справкăсем памалла.
Майăн 1-мĕшĕнчен пуçласа кашни çемье членĕ пуçне тивĕçекен тупăш республикăра çирĕплетнĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укçа виçинчен 150 процент таран тивекен çемьесене те ача пособийĕ параççĕ. Паянхи куна: 3136 х 150: ç 4704 тенкĕ кашни çемье членĕ пуçне.
Ашшĕ-амăшĕнчен пĕри е иккĕшĕ те ĕçлемеççĕ пулсан, районти социаллă хÿтлĕх пайне ĕç кĕнекин копине тата мĕнле сăлтавпа ĕçлеменни (ĕç вырăнĕсем çукки, инвалид ачана пăхни, нумай ачаллă çемьери ачасене пăхни тата ытти те) çинчен ял тăрăхĕнчен панă справкăна çитермелле. Çавăн пекех килти хушма хуçалăхра илнĕ тупăша сĕт панине кăтартакан справка та çирĕплетет.
Социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсене ача пособийĕсене илейменнисем пурри пăшăрхантарать. Ача çулталăкĕ пынă май, çак ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрасшăн. Ача пособийĕ илеймен ашшĕ-амăшĕсем районти социаллă хÿтлĕх пайне çитме е 2-11-43, 2-22-26, 2-16-46 номерсемпе шăнкăравлама пултараççĕ.