Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ача-пăча площадки

Атнар ял тăрăхĕ ачасен çутă малашлăхĕшĕн тăрăшса ЧР Президенчĕн Указне вăя кĕртсе пырать. Сăмахран, иртнĕ уйăх пуçламăшĕнче кунти “Пучах” ача садĕнче шăпăрлансене валли крепость ăсталанăччĕ. Августăн 21-мĕшĕнче вара Атнар ял тăрăхĕн ĕçченĕсем хăйсен вăйĕпе Шорово ялĕнче ачасене вылямалли çĕнĕ вăйă площадки йĕркеленĕ, унта чуччу та, карусель те вырнаçтарнă. Ашшĕ-амăшĕсем, уйрăмах вĕсен пепкисем, кун евĕр парнешĕн чунтанах савăннă. Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, Березовкăри тĕпренчĕксем валли те çывăх вăхăтрах ача-пăча площадки хута кайĕ.



"Пирěн пурнăç"
08 сентября 2007
00:00
Поделиться