Çул çинчи хăрушсăрлăхшăн
8 уйăх кăтартăвĕсем тăрăх, кăçал районта çул-йĕр çинче 6 инкек пулнă, аварисенче 4 çын пурнăçĕ татăлнă, 3-ĕн аманнă. Çул-йĕр правилисене çуран çÿрекенсем пăснине пула 4 авари пулнă.
Сентябрĕн 5-мĕшĕнче районти шалти ĕçсен пайĕн çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕ район хаçатĕнче тăрăшакансемпе пĕрле черетлĕ рейд ирттерчĕ. Тĕллевĕ - çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăхăнманнипе пулса иртекен инкексен шутне чакарасси.
Шупашкарти “Дорсервис” ТЯО ĕçченĕсем тăрăшнипе халĕ район центрĕнче тата Ленин урамĕнче çуран çÿрекенсем валли ятарлă çулсем - тротуарсем пур. Шел пулин те, хальлĕхе çынсем çак çĕнĕлĕхпе усă курсах каймаççĕ. Анчах та ку çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăсни шутланать. Рейд вăхăтĕнче çуран çÿрекенсене çакăн çинчен аса илтерчĕç. Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексри улшăнусемпе килĕшÿллĕн, тротуар тăрăх утманшăн 100 тенкĕ штраф тÿлеме тивет. Çуран çÿрекен çул-йĕр правилисене пăснă май транспорт хатĕрĕсене чăрмантарнишĕн вара - 300 тенкĕ. Сăмах май, кăçалхи 8 уйăх хушшинче çул-йĕр правилисене пăхăнман 69 çуран çÿрекене административлă майпа явап тыттарнă.
Çул-йĕр патруль службин инспекторĕ А.Герасимов рейд вăхăтĕнче хăрушсăрлăх пиçиххипе усă курман, транспорт хатĕрĕсене правилăпа палăртман вырăнсене тăратакан водительсене асăрхаттарчĕ. Сентябрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа çÿлерех асăннă правилăсене пăсакан водительсемпе çуран çÿрекенсене административлă майпа явап тыттарма пуçлаççĕ.
Çула тухсан яланах тимлĕ пулмалли, çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалли çинчен тепĕр хут асăрхаттарса хăварас килет.
Çуран çÿрекенсем! Çул урлă асăрханса тата ятарласа палăртнă вырăнсенче (пешеходный переход) каçни, тротуар тăрăх утни сирĕн пурнăçа сыхласа хăварĕ.