Ялти чи аслă çын
Наталья Николаевна Удикова 1908 çулхи августăн 26-мĕшĕнче Ишеккасси ялĕнче кун çути курнă. Ÿссе çитсе хĕр пулсан çак ял каччипех çемье çавăрнă. Халĕ те çак ялтах пурăнать. “Апи сакăр вунă çултан иртсен сывлăхĕ хавшарĕ, çавăн чухне хĕл каçма Шупашкара илсе кайкаларăмăр”, - тет Наталья Николаевнан кĕçĕн хĕрĕ Маруç. Çу кунĕсенче çав-çавах тăван ялне таврăннă кинемей. Темиçе çул каялла Маруç хĕрĕ те мăшăрĕпе яла пурăнма куçнă - чирлĕ амăшне пăхакан кирлĕ пулнă.
“Шкулта 6 уйăх çеç вĕреннĕ эпĕ, пире кăштах çырма, алă пусма кăна вĕрентнĕ”, - аса илет ачалăхне Натали кинемей.
... 1941 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Наталья Николаевнан мăшăрне Дмитрий Васильевича вăрçа кайма йыхрав параççĕ. Çамрăк арăм упăшкине Васильсурск хулине çитиех лашапа ăсатнă. Каялла килнĕ чухне ывăннă лашана Мучикасси вăрманĕнче кантарма шутланă. “Пĕрле леçме пынă арçынсем эпĕ хыçала юлнине курсан та чарăнмарĕç. Эпĕ вара пĕчченех вăрманта çĕр каçрăм. Хăрама та пĕлмен”, - каласа кăтартать Наталья Николаевна.
Çапла упăшкинчен 3 ачапа тăрса юлнă Натали аппа. Пĕри тепринчен пĕчĕкрех, асли те 5 çулта кăна пулнă. Темĕнле йывăр пулсан та чăтнă çамрăк хĕрарăм. Ачисене те пăхнă, сивве те, выçлăха та чăтса ирттернĕ, колхозра та ырми-канми ĕçленĕ. Упăшкине тем пекех кĕтнĕ Наталья Николаевна, анчах та вăл вăрçă хирĕнчен таврăнайман.
Виçĕ ачине пĕчченех ура çине тăратнă Н.Удикова, виççĕшĕ те çемье çавăрса çĕршыва юрăхлă çынсем пулнă.
Ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ Натали кинемей. Утмăл çула çитсен тивĕçлĕ канăва тухнă, анчах колхоз ĕçне пăрахман. Мĕн сакăр вунă çула çитиччен халăхпа пĕрле ĕçе хутшăннă: утă капанĕсем тунă, утă çи вăхăтĕнче ĕçлекенсем валли апат пĕçернĕ.
Халĕ Наталья Николаевнан мăнукĕсем те çитĕннĕ, вĕсен ачисем те пур ĕнтĕ. Ватă çыннăн чунĕ вĕсемпе йăпанать.
Кăçал хисеплĕ ватăна, салтак арăмне, вăрçă нушине чăтса ирттернĕ хĕрарăма кил-çурта юсаса çĕнетме РФ Правительстви йышăннипе укçа парса пулăшнă. Куншăн ватă савăнать. Наталья Николаевнан ачисем юсав ĕçĕсене пуçăннă та ĕнтĕ.
Кинемее çирĕп сывлăхпа канлĕ ватлăх сунас килет. Хĕвел ăшшипе киленсе, кун çутипе савăнса 100 çул ытла пурăнмалла пултăр Сирĕн!