Таксистсем таксометрпа усă курма тивĕç
“О применении контрольно-кассовой техники при осуществлении наличных денежных расчетов и (или) расчетов с использованием платежных карт” федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, тĕрĕслевпе касса техникипе РФ территорийĕнчи пур организацисемпе предпринимательсен те усă курмалла. Патшалăх реестрне кĕртнĕ çак техника çăмăл автомашинăсемпе çынсене турттарнă чухне те пулмалла.
2004 çулхи октябрьтен пуçласа 2007 çулхи августăн 1-мĕшĕччен такси хуçисем тĕрĕслевпе касса техники Патшалăх реестрĕнче пулманнипе таксометрпа усă курма е ăна туянма пултарайман. Çавна май пассажирсене турттаракансем портативлă касса аппарачĕсемпе усă курнă.
Промышленность енĕпе ĕçлекен федераллă агентствин хушăвĕпе Патшалăх реестрне Курск хулинчи “Счетмаш” УАО кăларакан “Стайер-02К” таксометра кĕртнĕ. Çапла майпа, кăçалхи августăн 1-мĕшĕнчен тытăнса такси хуçисем укçа тÿлевне пурнăçланă чухне çак таксометрпа усă курма тивĕç.