Шăнкăрав янăрарĕ, вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ
Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне тĕплĕн хатĕрленнĕ. Пысăк та çутă пÿлĕмсенче 613 ача пĕлÿ илме пуçларĕ, çав шутран 37-шĕ - пĕрремĕш класс ачисем. Тăван шкулшăн, юратнă вĕрентекенсемшĕн тунсăхласа çитнĕ ачасен сăн-питĕнче савăнăçлă йăл кулă çиçет.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа йĕркеленĕ савăнăçлă линейкăна шкул директорĕн çумĕ Л.Кашкирова уçрĕ. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшĕсене шкул директорĕ Р.Ильина ăшшăн саламларĕ, кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен тытăнса акăлчан чĕлхипе ăс паракан çĕнĕ учителе - Н.Абакумована педагогика ĕçĕнче ăнăçусем сунчĕ.
Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.Самылкин Пĕлÿ кунĕпе пурне те саламларĕ, ĕçре палăрнă учительсене Хисеп грамотипе наградăларĕ. Çак чыса физика учителĕ Ю.Шереметьев, шкулти логопед С. Ярайкина, чăваш чĕлхипе литература учителĕ В.Иванова тивĕçрĕç. Çавăн пекех пултаруллă вĕренекенсене те манмарĕç. Акă, Д.Капитонова республикăри фотоконкурсра çĕнтерÿçĕсен ретĕнче пулнă, Пĕлÿ кунĕнче хĕр ача грамотăллă пулчĕ.
Район пуçлăхĕн иртнĕ çулхи йышăнăвĕпе 10 вĕрентекене грант пама çирĕплетнĕ. Çак пысăк чыс-хисепе ку шкулти Г.Гусельщикова, Н.Тимакова, И.Захарова тивĕçнĕ. А.Самылкин вĕсене 5-шер пин парса хавхалантарчĕ. Александр Петрович район пуçлăхĕ ячĕпе шкула “Хĕрлĕ Чутай енĕ çинчен ÿкернĕ фильм” диск парнелерĕ.
Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Романов та вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламларĕ, шкула волейбол мечĕкĕсем пачĕ.
Савăнăçлă линейкăра шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă М.Ванюшкина тата Н.Вальков педагогика ветеранĕсене Хĕрлĕ Чутай шкулĕн директорĕ Р.Ильина Хисеп грамотипе наградăларĕ. Хисеплĕ ветерансем иккĕшĕ те 75 çул тултарнă иккен. Раиса Николаевна иртнĕ вĕренÿ çулне лайăх паллăсемпе вĕçленĕ ачасене, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунă учительсене, çавăн пекех шкула вĕренÿ çулне хатĕрленме пулăшнă А.Манин предпринимателе грамота пачĕ. Пĕлÿ кунĕ шкулти юнармеецсемшĕн уйрăмах асра юлмалла пулчĕ. Вĕсем “Орленок” тата “Зарница” çарпа спорт вăййисен республикăри финалĕнче пĕрремĕш вырăна тухса ЧР Вĕрентÿ министерствин пысăк парнине - “Орленок” лагерьте канмалли путевкăна - тивĕçрĕç.
Уçă саслă шăнкăрава 11-мĕш класри Ю.Владимировпа 1-мĕшĕнчи А.Иванова пачĕç.
Çĕн Атикасси
Пĕлÿ кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ линейкăна пурĕ 214 вĕренекен хутшăннă, çав шутран пĕрремĕш класа каякансем - вун виççĕн.
Саламлă сăмах каласа линейкăна шкул директорĕ В.Ядранская уçнă, унăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Р.Григорьева иртнĕ вĕренÿ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă.
Район центрĕнчен аякра вырнаçнă шкулта вĕренекенсене саламлама кăçал район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Криков тата Раççейри куçман пурлăх Управленийĕн Чăваш Республикинчи ертÿçи В.Егоров килнĕ.
Александр Иванович шкул ачисемпе вĕрентекенсене вĕренÿ çулне çĕнĕ хавхаланупа кĕме иксĕлми вăй-хăват суннă, тин çеç уçăлнă шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕн воспитателĕсемпе шкулта вĕрентекенсене укçан хавхалантарнă, тĕрлĕ тĕслĕ телевизор тата “Чутай ен çинчен ÿкернĕ фильм” диск парса саламланă.
В.Егоров, пухăннисене уяв ячĕпе саламланă май, ЧР Президенчĕ Н.Федоров ячĕпе Çĕн Атикассинчи вăтам шкула микроавтобус килни çинчен калакан свидетельство панă. Палăртмалла, шкула микроавтобус “Вĕрентÿ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çитнĕ.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ачасене, учительсене район Пухăвĕн депутачĕ Ю.Николаев, Раççейри куçман пурлăх Управленийĕн Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 3-мĕш номерлĕ уйрăмĕн тĕп специалисчĕ С.Таеров, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Т.Улянды, “Асамат” ТЯО директорĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыракан В.Храмов, Кив Атикасси ял тăрăхĕн специалисчĕ Л.Ионова саламланă.
Малтанхи шăнкăрав сасси ачасене Пĕлÿ тĕнчине йыхăрсан вĕренекенсем Ача çулталăкне халалланă пĕрремĕш урока васканă.
Мăн Этмен
Пĕлÿ кунне халалланă, йăлана кĕнĕ линейкăна 9 сехетре учительсем, шкул ачисем, ашшĕ-амăшĕсем тата хăнасем пухăнчĕç. Чи малтанах шкул пурнăçĕнче активлисем, республикăри тата районти олимпиадăсене хутшăннисем патшалăх ялавĕсене çĕклерĕç.
Шкул директорĕ М.И. Ярадаева линейкăна уçнă май пурне те çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ăшшăн саламларĕ, шкула пĕрремĕш класс ачисене йышăнни çинчен пĕлтерекен хушупа паллаштарчĕ. Кăçал парта хушшине пĕрремĕш хут 22 ача ларчĕ. Вĕсене хăй аллине пĕрремĕш категориллĕ учитель, район пуçлăхĕн стипендиачĕ Г.Г.Кукушкина йышăнчĕ, вăл çак ачасене пĕлÿ тĕнчине пĕрремĕш утăмсем тума пулăшĕ, вулама-çырма хăнăхтарĕ.
Савăнăçлă линейкăна район пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Н.Шереметьева, Мăн Этмен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Ф.Кошелев тата предприятисен ертÿçисем хутшăннине палăртмалла. Вĕсем пурте шкул ачисене тăрăшса вĕренме хушрĕç, вĕрентекенсене тарăн та çирĕп пĕлÿ парас ĕçре ăнăçу сунчĕç. Пулас выпускниксем те пĕрремĕш класс ачисене лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыма, шкул пурнăçĕнче активлăхпа палăрма сĕнчĕç.
Пĕрремĕш шăнкăрава вун пĕрмĕш класра вĕренекен Валентина Мерзлайкина тата Александр Зиновьев янăратрĕç. Пĕтĕмпе ку шкулта 294 ача парта хушшине ларчĕ. Умра - вĕренÿ.
Мишеркасси
Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă линейкăра спонсорсем те пулчĕç. Шупашкарти “Альтранс” компанин генеральнăй директорĕ В.В.Немцевпа унăн çумĕ Н.А.Теплушкин хаклă парнесем - 200 кĕнекерен тăракан библиотека, 15 волейбол, футбол, баскетбол мечĕкĕсем тата компьютер парнелерĕç.
В.Немцев 1975 çулта Мишеркассинчи вăтам шкула питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ, обществăлла ĕçе активлă хутшăннă. Пурнăç çулĕ çинче пысăк çитĕнÿсем туса вăл паллă çын пулса тăчĕ. Н.Теплушкинăн та ачалăхĕ ку тăрăхра иртнĕ.
Хаклă хăнасем шкул коллективне çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ÿсĕмсем тума ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Вĕренекенсемпе учительсем хăнасене тав турĕç.
Ишеккасси
Пуçламăш шкул картишĕ чечек çыххи тытнă хаваслă ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе тулчĕ.
Савăнăçлă линейкăна саламлă сăмах каласа шкул директорĕ Н.И.Ильина уçрĕ. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсене саламлама район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕнче тимлекен А.Н.Савельева, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн специалисчĕ Л.А.Аргандейкин тата райпо Канашĕн председателĕ А.Ю.Степанов килсе çитнĕ. Вĕсем пухăннисене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ăшшăн саламласа ăнăçу сунчĕç, пĕрремĕш класа каякансене парнесем пачĕç.
Иккĕмĕш, виççĕмĕш тата тăваттăмĕш классенче вĕренекенсем сăвăсем каласа, юрă юрласа пачĕç. Унтан пĕрремĕш хут парта хушшине ларакансем сăмах илчĕç. Кăçал ялти шкула пĕрремĕш класа 6 ача вĕренме килчĕ, вĕсене пĕлÿ тĕнчине пĕрремĕш утăмсем тума Р.С.Кудюкова вĕрентекен пулăшса пырĕ. Пурĕ вара ку шкулта 34 ача ăс пухĕ.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланни çинчен пĕлтерсе шăнкăрав янăранă хыççăн ачасем пĕрремĕш урока васкарĕç.