Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Чыса çамрăкран упрамалла

Июлĕн 27-мĕшĕнче Тихăнушкăнь тата Тракушкăнь ялĕсенчи çул çитмен çамрăксем каçпа право йĕркине пăснă: Тихăнушкăнь ялĕнчи лавккана çаратнă. Çул çитмен çамрăксемпе çыхăннă ĕçе шалти ĕçсен пайĕн следователĕ И.Сатлайкин тĕпчет. Вун сакăр çула çитмен виçĕ çамрăк хăйсем хушшинче ют пурлăха вăрлама калаçса татăлнă. Шухăшланине пурнăçа кĕртес тесе райпо тытăмĕнчи Тихăнушкăнь лавккине çул тытнă. Чи малтанах котельнăй алăкĕн çăраççине, унтан складăн алăкне питĕрмелли тытăма çĕмĕрнĕ те лавккана кĕме хăтланнă. Анчах та алăка шал енчен питĕрнĕ иккен. Çамрăксем нумай шутласа тăмасăр инструментсемпе чÿрече кантăкне кăларнă. Унтан рейкăпа усă курса алкоголь шĕвекĕсем, шоколадсем, чипсы, чăмлаксем, персикм, напитоксем тата ытти тавара вăрланă. Хăйсен ĕçĕпе çамрăксем Уголовнăй Кодексăн 158-мĕш статйин ик­кĕмĕш пайĕпе çыхăннă преступление тунă. Ку статьяпа килĕ­шÿллĕн, 5 çул таран ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ.

Ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисем çĕрле мĕнле шухăшпа çÿренине пĕлет; Ирех алкогольпе туслине асăрхать-ши; Пĕрре варалансан таса ята çĕнсе илме питех те йывăр;



"Пирěн пурнăç"
05 сентября 2007
00:00
Поделиться