Ăçта-ши пирĕн тус-юлташсем?
Вăхăт иртнине сиссе те юлаймарăмăр, çур ĕмĕр иртсе те кайрĕ. 1956 çул пирĕн Чăваш Республикинчи çĕршер çамрăкшăн асра юлмалли çулталăк пулса тăчĕ. Июнь уйăхĕнче правительство чĕннипе çамрăксем Инçет Çурçĕрти Печора чукун çулĕн иккĕмĕш линине çĕнĕрен хывма массăллă туха-туха кайрĕç. Çапла вара пиншер çамрăк пĕрремĕш хут пурнăç çулĕ çине тухрĕ.
Пурне те паллă ĕнтĕ, вăл вăхăтра иккĕмĕш тĕнче вăрçи пĕтнĕренпе те вунпĕр çул кăна иртнĕ. Пирĕн çĕршывăн хаяр тăшман çĕмĕрсе, аркатса, çунтарса хăварнă суранĕсем пĕтĕмпех сипленсе çитменччĕ-ха. Нумай хуласемпе ялсене, фабрикăсемпе заводсене çĕнĕрен çĕклеме питĕ нумай строительство материалĕсем, çĕр кăмрăкĕ, нефть кирлĕ. Ку пуянлăх вара Коми Республикинче çителĕклех. Воркутапа Интари, Ухтапа ытти шахтăсенчен çĕр кăмрăкĕ, Коми вăрманĕнчен йывăç пĕр чăрмавсăр турттарас тесен Печора чукун çулĕн иккĕмĕш линине хăвăртрах ĕçе ямалла пулнă.
Пирĕнтен малтан Чăваш Республикинчен темиçе ушкăн та тухса кайнăччĕ-ха. Эпир октябрĕн 9-мĕшĕнче çула тухма хатĕрлентĕмĕр. Пурте çĕнĕ çи-пуç тăхăннă. Хальхи пекех ас тăватăп - ман çире пумаçейран çĕленĕ фуфайка, çав материалтанах çĕленĕ йĕлтĕрпе çÿремелли костюм, урасенче çĕнĕ кирза атă. Çакă манăн пĕтĕм çи-пуç пулнă. Чăматанĕ те аттен вăрçăран килнĕ чухне фанертан çапса ăсталанăскерччĕ. Ун çумне пĕчĕк çăра çакса ямаллаччĕ. Халĕ кулăшла пек, анчах та вăл вăхăтрине шута илсен, питех япăхах та мар темелле.
Пирĕн çемье пысăк пулнă (вунă ача), эпĕ тăххăрмăшĕ. Сăмах май, халĕ те улттăн пурăнатпăр. Колхозра пурте ĕç кунĕпе кăна ĕçленĕ, укçа тÿлемен. Çак ĕç кунĕсемшĕн, çулталăк вĕçленсен, пуш михĕсем çĕклесе колхоз кĕлетне тырă илме кайнă. Хăш-пĕр çулсенче тырри те пĕр çынна çĕклемелĕх кăна тивнĕ. Колхозникăн тĕп тупăшĕ вара килти выльăх-чĕрлĕхрен пулнă.
Çав кун, октябрĕн 9-мĕшĕнче, тĕлĕнмелле уяр та ăшă çанталăк тăчĕ. Ун чухне хамăра Хĕрлĕ Чутай комсомол райкомĕнчен кам ăсатса янине ас тусах каймастăп. Хамăр районтан ку ушкăнра эпир вун тăххăрăн кăначчĕ. Хирлÿкасси ялĕнченех улттăн пултăмăр. Валерий Ягункин, Василий Казынкин, Саша Юрейкин тата эпĕ - вун çиччĕрисем, Миша Лисаевпа Петя Крыцовкин вун ултă кăна тултарнăччĕ. Ун чухне Хĕрлĕ Чутайра автовокзал та пулман. Эпир темиçе сехет уй варринче кĕтсе ларнă хыççăн пĕр грузовик çине ларса Çĕмĕрлене çитрĕмĕр. Канашра пирĕн пухăнмалли пункт пулнă. Унта эпир Чăваш Республикинчи пур районсенчен те 120 çынна яхăн пухăнтăмăр. Тепĕр кунтан Мускав урлă Инçет Çурçĕрелле çул тытрăмăр.
Октябрĕн 14-мĕшĕ. Мускав вăхăчĕпе кăнтăрлахи 14 сехет кăна-ха. Пире Ухтапа Печора хушшинчи Ира-Иоль станцине антарчĕç. Кунта вара каç тĕттĕмĕ çапнă. Пире кĕтсе илме çĕршер çухрăмри станцисенчен те пирĕн ентешсем пырса çитнĕ. Вĕсем хушшинче хамăр районтан маларах тухса кайнă юлташсене те тĕл пултăмăр. Вĕсем каласа панипе пирĕн савăнăçлă ĕмĕтсем çийĕнчех сирĕлсе кайрĕç. Ĕç укçи питĕ сахал ÿкет мĕн, кашни уйăх укçи илмессерен çамрăксем теçетки теçеткипе килĕсене тухса тараççĕ имĕш. (Çул укçи кăна çиттĕр).
Пире малтанах пурăнма вакунсене вырнаçтарчĕç. Шалта купесем евĕрлĕ виçĕ пÿлĕм, варринче тимĕр кăмака. Кăмаки те сивĕ, пичкери шывĕ те шăнса ларнă. Çапла вара пынă-пыманах пире тамăка кĕртсе ячĕç темелле.
Ĕçлеме тытăнсан та ырринех кураймарăмăр. Уйăх укçи тепре иличчен çитмест. Унччен темиçешер кун шывпа çăкăр кăна çисе пурăнтăмăр. Малалла кăшт укçа перекетлеме вĕрентĕмĕр. Ĕç укçи илсенех пĕрер ещĕк вермишель илсе хураттăмăр та уйăх пурăнаттăмăр. Юлашкинчен шывпа тăвар кăна ярса пĕçеретпĕр пулин те хырăма тултармалăх пур.
Çав вăхăтра тепĕр инкек сиксе тухрĕ. Хамăр чылай хушă ĕнтĕ выçăпа та сивĕпе аптăратпăр, çитменнине таçтан мурĕнчен пыйтă тапăнчĕ. Калама аван мар пулин те, аса илсен тÿсме çук, чăн-чăнах этем паразичĕ сырăнчĕ вĕт. Ĕçрен таврăнсан тимĕр кăмакана хĕрелсе кайиччен хутса тултаратпăр та, йĕри-тавра ларса, çири кĕпе-йĕм çинчен паразитсене иртсе хĕрнĕ кăмака çинче «шаритлеттĕмĕр». Хамăр çаплах вĕсем шартлатса çурăлнине пăхса ахăлтатса кулатпăр. Хуть макăр, хуть кул унта, ним тума та çук. Вăрçă вăхăтĕнчи чир-чĕрсемпе выçлăхсене аран-аран çĕнтерсе чĕрĕ юлнă ачасем каллех çавăн пек нушана лекрĕмĕр. Çав нушаран мĕнле хăтăлнине халĕ те тавçăрса илейместĕп. Çывăрма тата мĕнле çывăрнă-ха; Каçхине кăмакана лайăх хутса тултаратпăр та урайне тăсăлса выртатпăр, унтан аялти нарсем çине, кăшт вăхăтран çÿлти нарсем çине ĕçе каймалли çи-пуçсене тăхăнса выртатпăр. Ĕçе тăрса кайнă чухне çиме мар, çăвăнма та шыв çук - шăнса ларнă.
Çаксене çырса кăтартнă тăрăх, хисеплĕ вулакансем, вăл вăхăтри çамрăксем мĕн-мĕн тÿссе ирттернине куратăр. Ку вăхăтра ĕнтĕ çемçе те хавшак чунлисем килĕсене тарса пĕтнĕ. Çапах та эпир, унта юлнă çамрăксем, аптăрасах ÿкмен. Çав-çавах вылянă, кулнă. Çĕмĕрле районĕнчи Хутарти вăтам шкултан вĕренсе тухнă икĕ Юрка Храмов пурччĕ. Вĕсене пĕчĕккипе пысăкки теттĕмĕр. Пĕчĕкки вара выçă-и, тутă-и вăл, пĕлме çукчĕ. Твардовскин Василий Теркинĕ пек алла купăс тытатчĕ те ĕлĕкхи чăваш юррисене те шăрантаратчĕ, тĕрлĕ мыскарасем те туса кăтартатчĕ. Ун чухне вара пуçри йывăр шухăшсем хăйсемех таçта кайса çухалатчĕç. Кунта асăннисем пĕтĕмпех Çурçĕр каçĕ (Полярная ночь) тăнă вăхăтра пулса иртнĕ.
1957 çулхи март уйăхĕн пуçламăшĕнче пире Печора хулинчи учкомбината строительсен квалификацине пысăклатма вĕренме ячĕç. Унтан малтанхи станципе юнашар шурă каçсем (белые ночи) тапранчĕç. Çут çанталăкăн та хĕрарăмăнни пекех тĕрлĕ вăрттăнлăхсем нумай. Хĕлле çурçĕр шевлисемпе тĕлĕнтернĕ пулсан, халĕ талăкĕпех тĕттĕм пулманни тĕлĕнтеретчĕ.
Çÿлерех асăнтăм ĕнтĕ мĕнле условисенче ĕçлесе пурăннă пирĕн вăхăтри чăваш комсомолĕсемпе çамрăкĕсем. Çавăнпа та манăн тивĕçлипех вăл вăхăтри юлташсемпе мухтанас килет. Мĕншĕн тесен темĕнле выçăллă-тутăллă пурăннă пулин те пĕр чăваш каччипе хĕрне те вăрăпа айăпланине курман та, илтмен те. Вăл вăхăтра магазинсемпе буфетсен сентрисем тĕрлĕ апат-çимĕçпе авăнса тăнă, укçасăр, чылай чух выçă ларнă пулин те, чăтнă, тÿснĕ пирĕн вăхăтри çамрăксем.
Малалла пирĕн чăваш çамрăкĕсен пурнăç условийĕсем палăрмаллах улшăнчĕç. Вăл çакăнтан та килнĕ пулĕ тетĕп: малтанах пирĕн хушăра, Чăваш Республикинчен кантур таврашĕнче ĕçлекенсем пулманччĕ пулас. Эпир Вой Вож станцине пырсан ĕнтĕ çĕнĕрен Виталий Пальцев прораб (Улатăртан), Тося хĕр-мастер (хушаматне ас тумасăп, вăл та Улатăр тăрăхĕнчен) тата аслă инженер Макеев (Патăрьелĕнченччĕ пулас) ĕçлеме пуçларĕç. Кун хыççăн пирĕн ĕç укçи те вунă хута яхăн ÿссе кайрĕ. Халĕ пирĕн апат çиме те, япала туянма та майсем тупăнчĕç.
Çак стройкăра чăваш çамрăкĕсем кăна пулман. 1956 çулхи июнь уйăхĕнчех Ярославль облаçĕнчен те çамрăксен темиçе ушкăнĕ унта пырса çитнĕччĕ. Эпĕ çирĕм çул ытла каяллах хамăрпа ĕçленĕ унти юлташсемпе интересленсе пăхнăччĕ. Акă, Ярославль обкомĕн парти архивĕнчен ярса панă справкăра мĕн вуласа пĕлме пулать:
“Архивная справка от 30 июня 1986 года.
По спискам комсомольцев и молодежи, направленных обкомом ВЛКСМ по комсомольским путевкам на строительство вторых путей Печорской ж.д. значится, что за период с июня 1956 года по январь 1957 года было отправлено 1675 человек”.
Заведующий партархивом Ярославского обкома КПСС Андреев В.Т.
Секретарь обкома ВЛКСМ В.Лапшин.
1957 çулхи çу кунĕсенче пирĕн пата Курск облаçĕнчен те çамрăксен ушкăнĕсем çитрĕç. Халĕ те асрах-ха , асăннă облаçри пĕр шкултан вунă çул вĕренсе пĕтернĕ хĕрсемпе каччăсем класĕпехпирĕн станцине пырса çитрĕç. Ку облаçри çамрăксемпе пирĕн чăвашсем питĕ туслашса кайнăччĕ. Кăштах вăхăт иртсен икĕ регион çамрăкĕсем мăшăрланма та пуçларĕç.
Курск облаçĕн парти архивĕн справкинчен çакă паллă:
“Архивная справка от 11 июля 1986 года.
По документам, хранящимся в партийном архиве Курского обкома КПСС установлено, что в июне-сентябре 1957 года из Курской области на строительство вторых путей Печорской магистрали было направлено около 700 человек. Спискам комсомольцев и молодежи, участвовавших в строительстве путей, на хранение в архив поступили не полностью.
Заведующий партархивом Курского обкома КПСС М.Костантинова, секретарь Курского обкома ВЛКСМ Т.Соловьева”.
Печора чукун çулĕн иккĕмĕш линине хывнă çĕрте ытти облаçсенчен пынă вырăссем те чылайччĕ. Акă, 1957 çултах пĕр ушкăн Ульяновск облаçĕнчен пынăччĕ. Анчах та Ульяновск оьблаçĕн парти архивĕнче ун çинчен калакан документсем тупăнмарĕç.
1958 çулхи март уйăхĕнче пирĕн пата хамăр ялтан тата виççĕн - Аркадий Миронов, Валерий Матянин тата Петр Жижайкин пырса çитнĕччĕ. Апла пулсан, эпир кăна пĕр ялтанах тăххăрăн пулнă. Архангельск облаçĕнчи Котлас хулинчен пуçласа Воркутана çитичченех чăвашсене халĕ те тĕл пулма пулать. Пирĕнпе пĕрле ĕçленĕ çамрăксен ачисем те тахçантанпах çемьеллĕ ĕнтĕ. Манăн хамăн та çав вăхăтра Печора таврашĕнче çуралнă ывăл та тахçан çемьеллĕ - хăй те кукаçи пулма ĕлкĕрчĕ, эпĕ вара ват асатте пулса тăни те çулталăк çурă ĕнтĕ. Хăшĕ-пĕрисем унта ĕçленĕ çĕртех аслă шкулсене вĕренме кĕчĕç. Сăмах май, Чăваш Республикин Аслă сучĕн председателĕ пулнă Петр Фадеевич Юркин та 1956 çулта Печора магистральне хывма кайнă пулнă. Анчах та вăл магистраль пиншер çухрăма тăсăлнине пула Петр Фадеевичпа тĕл пулнине ас тумастăп. Юркин хушаматлă питĕ çывăх юлташ пурччĕ манăн Первомайски районĕнчен, анчах та унăн ячĕ Павел.
Халĕ мана çакă тĕлĕнтерет. 1986-1987 çулсенче Хĕрлĕ Чутай комсомол райкомĕн секретарĕпе Зина Петровапа чылай шыранăччĕ çав вăхăтри документсене, анчах та кăлăхах. Ярославльпе Курск обкомĕсен архивĕсенче çамрăксем çинчен документсем упраннă пулсан, Чăваш обкомĕнче мĕншĕн-ха çук;
Акă, мана Шупашкартан мĕнле хурав пачĕç:
«По поводу Вашего письма мы обратились в партийный архив Чувашского обкома КПСС. Как нам сообщили из партийного архива, точных данных о комсомольцах и молодежи, направленных по комсомольской путевке из Чувашии на строительство вторых путей Печорской железной дороги в 1956-1958г.г. не имеется. Видимо, эти данные могли бы быть в разрезе каждого района, но в документах райкомов, горкомов ВЛКСМ, сданных в партийный архив за 1956-
Секретарь обкома ВЛКСМ В.Шанин”.
Колхозсемпе совхозсенче документсем тахçанччен упранаççĕ пулсан, мĕнле-ха райкомсемпе горкомсенчи документсем упранманнине ĕненмелле;
Юлашкинчен манăн çакна хурлăхлăн пĕлтерес килет. Çÿлерех асăнтăм ĕнтĕ, эпир ялтан икĕ тапхăрпа тăххăрăн тухса кайнăччĕ Печора магистральне тума, халĕ чĕррисем эиккĕн кăна - Василий Казынкин тата эпĕ - юлтăмăр. Тата чылайăшне пĕлетĕп пирĕнтен уйрăлса кайнисене. Юлашки вăхăтра эпир хамăр районта пурăнакан Илья Ярылкинпа кăна, вăл Тумликасси ялĕнчен, тĕл пулса калаçатпăр. Çак материала вулакансем хушшинче 1956-1958 çулсенче Печора таврашĕнче ĕçленисем е вĕсен тăванĕсем пулсан, тархасшăн, ман пата кĕскен те пулин çырса е шăнкăравласа пĕлтерĕр.
Телефонсем: (8-251) 31-2-34 (килти), 8 960 306 56 12 (сотовăй). Манăн адрес: Хĕрлĕ Чутай районĕ, Хирлÿкасси ялĕ, Кукушкин Валерий Семенович.