Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Шкулсем вĕренÿ çулне хатĕрленни

Чăваш Республикинче çынсен ăнăçлăхне тата потребительсен ирĕкне хÿтĕлекен сферăна асăрхаса тăракан федераллă службăн управленийĕн Çĕмĕрлери территори уйрăмĕн специалисчĕсем шкулсем мĕнле хатĕррине тĕрĕслес ĕçе хутшăннă. Кăçалхи вĕренÿ çулне Мăн Этмен, Мишеркасси шкуĕсем тата Хăмаркарри пуçламăш шкул-ача сачĕ лайăх хатĕрленнĕ. Ку çул Атнарти вăтам шкулăн çи виттине çĕнетсе улăштарнă, Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче столовăйĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттернĕ, Çĕн Атикассинче хутса ăшăтмалли системăна юсанă. Пур шкулти столовăйсене шыв ăшăтмалли тытăмсемпе (устройство) тивĕçтернĕ, вĕсенчен раковинăсем патне вĕри шыв пырать.

Шкулсем вĕренÿ çулне мĕнле хатĕррине тĕрĕс­ленĕ чухне санитари саккунне пăснă фактсене палăртнă. Акă, Мишеркасси, Серенкасси, Тури Çĕр­пÿкасси, Тралькасси, Хусанушкăнь, Шулю, Ишеккасси, Хурашаш шкулĕсенчи столовăйсем ятарласа хатĕрлемен çуртсенче вырнаçтарнă. Мăн Этмен тата Питĕркасси шкулĕсен чĕрĕ продуктсене хатĕрлемелли цехсем пур пулсан та, вĕсемпе усă курмаççĕ. Ку технологи процесĕн юхăмне пăсать. Шкулсенчи столовăйсем пахча çимĕç туракан машинăсемпе пуянланман. Питĕркасси, Тралькасси, Тури Çĕр­пÿкасси, Шулю шкулĕсенче ĕçлемен технологи оборудованийĕсем пур. Шулю, Хурашаш, Мишеркасси, Штанаш шкулĕсенче холодильниксем çителĕксĕр.

Районти нихăш шкулта та информатика пÿлĕмĕнчи вĕренекенсен ĕç вырăнĕсенче электромагнитлă лару-тăрăва тĕрĕслемен.

Шкул çулне çитменнисен ушкăнĕн ĕçĕнче чылай çитменлĕх палăрать. Сăмахран, Хурашашри пуçламăш шкул-ача садĕнче шкул çулне çитменнисен 2 ушкăнĕ ĕçлет. Калас пулать, çак ушкăнсене Çĕмĕрлери Роспотребнадзор Управленийĕн территори уйрăмĕпе калаçмасăр, йĕркеллĕ условисем çуккипех йĕркеленĕ. Çавна май пÿлĕмсем, оборудованисем çитмеççĕ, ачасене ушкăнпа уйăрас принципа пăхăнмаççĕ.

Тури Çĕрпÿкассинчи шкул çулне çитменнисен ушкăнĕ санитарипе эпидемиологи пĕтĕмлетĕвĕсĕрех ĕçлет. Кунти шăпăрлансем урамри туалета çÿреççĕ, шкулти пĕртен-пĕр туалетра санитари оборудованийĕ юсавсăр.

Штанашри шкулта та шкул çулне çитменнисене ушкăнпа уйăрас йĕркепе ĕçлемеççĕ, çавна пула ачасем аслăраххисемпе хутшăнаççĕ. Вăйă вылямалли пÿлĕмре буфет хатĕрлемен, чашăк-тирĕк çумалли условисем çук, канализаци йĕркелемен...

Шулюри шкул çулне çитменнисен ушкăнĕнче вăйă вылямалли пÿлĕмре те çитменлĕхсем пур. Ишеккассинчи пуçламăш шкул-садра ялти çăлтан ăснă шывпа тивĕçтереççĕ. Шыв ăшăтмалли оборудовани çук. Пĕчĕккисем апатланакан столовăй шалти канализаципе мар, чашăк-тирĕк, пахча çимĕç çумалли ваннăсем çук.

Шкулсене тĕрлĕ çитменлĕхсемпе йышăннă пулин те, вĕрентÿ заведенийĕсен ертÿçисем предписанисене, хушнă ĕçсене пурнăçлассипе вăй хума тивет-ха.



"Пирěн пурнăç"
01 сентября 2007
00:00
Поделиться