Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Кĕнеке кăларасси вăй илет

Кĕнеке кăларма çăмăл маррине пурте пĕлетпĕр. Анчах та районта кĕнеке кăларасси вăй илни сисĕнет. Палăртма кăмăллă,  чылай вăхăт хушши Атнар шкулĕн директорĕ пулса тăрăшнă М.Хураськин иртнĕ çул тăван шкулăн 110 çулхи историйĕ пирки  пуян содержаниллĕ “Атнарская  средняя школа Красночетайского района” ятлă кĕнеке кăларчĕ. Кăçал вара, хаçатăн иртнĕ номерĕсенче пĕлтернĕччĕ, района 80 çул, Хĕрлĕ Чутай салине 425 çул çитнине халалласа Ачкасси ялĕнчи З.Спиридонован “Эп телейлĕ” ятлă юрăсен пуххи тата Штанашри Г.Зотован “Çăлтăрчăксем” ятлă кĕнеки пичетленсе тухрĕç. Çавăн пекех, Тури Çĕр­пÿкассинчи И.Никифоров хăйĕн кун-çулĕ пирки “Дорога длиною в жизнь” кĕнеке кăларчĕ.



"Пирěн пурнăç"
01 сентября 2007
00:00
Поделиться