Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

«Хĕрлĕ автан» шар кăтартать

Вут-кăварпа асăрхануллă пулманни инкек патне илсе çитерет. Августăн 24-мĕшĕнче Тури Çĕрпÿкассинчи Ю.В.Иванова хуçалăхĕнче пушар тухнă, йывăç лаç çунса кайнă. Инкекĕн сăлтавĕ - лаçри кăмакан алăкĕ тата тĕтĕм çулĕ пулманни. Ку - пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни. Кăçал çак сăлтава пула районта 3 пушар пулнă. Пурĕ вара ку таранччен 20 хутчен вут-çулăм алхаснă, тăкакĕ - 642 пин тенкĕ ытла, инкекре 1 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Пĕлтĕр çак хушăра 20 пушар пулнă, тăкакĕ - 834 пин тенкĕ ытла, вутра 5 çын вилнĕ. Кăçал  тухнă пушарсенчен 11-шĕ электроприборсемпе тĕрĕс мар усă курнăран пулнă. “Хĕрлĕ  автан” алхаснă тĕслĕхсен ытти  сăлтавĕсем - çунса тăракан кăмакана тимлĕхсĕр хăварни тата вут-кăварпа асăрхануллă пулманни. Асăрхаттармалла, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманнисене административлă майпа штраф тÿлеттереççĕ.

Ял тăрăхĕсемпе илес пулсан, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче пушарсен шучĕ ÿснине палăртмалла. Пĕлтĕр кунта 4 хутчен вут-çулăм алхаснă пулсан, кăçал - 6, Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче вара пĕлтĕр - 2, кăçал 4 пушар пулнă.



"Пирěн пурнăç"
01 сентября 2007
00:00
Поделиться