Çырав мĕн кăтартрĕ?
Иртнĕ çул Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх Çыравĕ иртрĕ. Унăн малтанхи кăтартăвĕсемпе тунти кун журналистсене паллаштарчĕç. Чăваш Ен тĕп статистикĕ Ю.К.Марков пĕлтернĕ тăрăх, Çырава пысăк йыш хутшăннă, вĕсенчен 500 çынна медальпе, 2073 çынна ятарлă паллăпа наградăланă.
Çырав кăтартăвĕсем Раççей ял хуçалăхĕнче пысăк улшăнусем пулса иртнине çирĕплетеççĕ. Ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен хушшинче çĕнĕ юхăм - хресчен (фермер) хуçалăхĕсем палăрнă.
Ял хуçалăх Çырăвĕ çакна та кăтартса панă: халăх яллă вырăнтан хулана ытларах куçма тыттăннă, çĕрпе туллин усă курманни палăрнă. Сăмахран, Раççейре уйрăм çын тытакан хушма хуçалăхра çĕрсен - 8,5 проценчĕ, Чăваш Енре 4,5 проценчĕ пушă выртать. Çыравçăсем çакна та асăрханă: ял хуçалăх производствипе çыхăнман, урăхла каласан, ячĕшĕн шутланса тăракан хуçалăх чылай. Раççейри хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчен 51,7 проценчĕ, ял хуçалăх организацийĕсен 68,6 проценчĕ кăна хăйсен ĕçне тÿрремĕн пурнăçлаççĕ. Чăваш Енре ку енĕпе лару-тăру лайăхрах: 75 тата 74 процент.
Çырав вăхăтĕнче республикăри 1100 ытла ял хуçалăх организацине, 2 пин ытла фермер (храсчен) хуçалăхĕпе уйрăм предпринимателе, граждансен коммерципе çыхăнман 733 пĕрлешĕвне, уйрăм çын тытакан 272 пине яхăн хушма хуçалăха тĕрĕсленĕ. Ун чухне пĕрремĕш хут ял хуçалăх çĕрĕсен пĕтĕм лаптăкне шута илсе тухнă. Пурĕ 1 миллион гектар ытла çĕр лаптăкĕнчен 83,3 проценчĕ ял хуçалăх организацийĕсен, 4,2 проценчĕ хресчен (фермер) хуçалăхĕсен, 12,5 проценчĕ ял халăхĕн аллинче пулнине палăртнă. Ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕрсем 926,8 пин гектар, çав шутра сухалакан çĕрсем 69 процент ытла, утă çулмалли тата кĕтÿ çÿретмелли вырăнсем 11 процент ытла. Чăваш Енре ял хуçалăх çĕрĕсен 75,7 проценчĕпе усă кураççĕ, Раççейре - 75,1 процент. Ял халĕхĕ çĕрпе туллинрех (94 процент) усă курнине палăртнă, ял хуçалăх организацийĕсен - 72,2 процент.
Республикăра пĕр ял хуçалăх организацийĕ пуçне ял хуçалăх çĕрĕ вăтамран
Уйрăм çын тытакан хуçалăхра çĕр лаптăкĕ 40 сотка. Ял хуçалăх организацийĕсенчен 7,7 процентчĕ выльăх-чĕрлĕх кăна ĕрчетет. Республикăра 1-
2006 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕн пур тытăмри хуçалăхсенче ĕне выльăх 283 пин пуç шутланнă, çав шутра 64 проценчĕ - уйрăм çын тытакан хушма хуçалăхра, сыснасем - 230 пин пуç, 51 проценчĕ ытла - килти хушма хуçалăхра. Сурăхсене тĕпрен илсен ял халăхĕ усрать. Унсăр пуçне республикăра 57 пин кролик, вĕлле хурчĕн 46 пин çемйи, 12,6 пин лаша, 44 нутри, 3 ашак, 2 хура кăш (соболь) шута илнĕ. Уйрăм çын тытакан кашни хушма хуçалăх вăтамран икĕ ĕне выльăх тата сысна усранине палăртнă. 2006 çулта ял хуçалх организацийĕсенчен çурринче ытла мăйракаллă шултра выльăх вуçех пулман, 68 проценчĕ ытла сысна усраман.
Уйрăм çын тытакан хуçалăхсенчен ытларахăшĕ харпăр хăй вăйĕпе пурăнать.
- Иртнĕ çулти Çырав кăтартăвĕсем, - терĕ Ю.К.Марков, - пире малашнехи çыравсене тата туллинрех ирттерме май параççĕ, ун чухне çыравçăсем ял хуçалăх аталанăвне 2006 çулхи шайпа танлаштарса кăтартĕç. Ку Раççей тата республика ял хуçалăх аталанăвĕшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕп кăтартусем çулталăк вĕçĕнче пĕтĕмпех паллă пулĕç, вĕсене район-хула пуçлăхĕсем патне çитерме тăрăшăпăр.
Республика тĕп статистикĕ çавăн пекех 2010 çулта иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх Çыравĕ çинчен каласа пачĕ, çак ĕçе халех хатĕрленме тытăнасси, унта журналистсене активлă хутшăнтарасси пирки аса илтерчĕ.