Амăшĕн капиталне илекенсен шучĕ ÿсет
Раççей Правительстви ача çуратассине ÿстерес, тăлăх ачасене çемьесене вырнаçтарас тата вĕсене ÿссе аталанма майсем туса парас тĕллевпе саккун йышăнни пирки пурте пĕлетпĕр. Унпа килĕшÿллĕн, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса иккĕмĕш, виççĕмĕш... ача çуратакансене 250 пин тенкĕлĕх сертификат параççĕ.
Районта амăшĕн капиталне илекенсен шучĕ ÿссех пырать. Паянхи кун тĕлне 54 ача амăшĕ çак капиталăн сертификатне илме тивĕçлĕ. Çак ĕçе РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕ йĕркелесе пырать.
Райадминистрацин ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе районта пурĕ 115 ача (56 арçын ача, 59 хĕр ача) çуралнă.
Паянхи куна амăшĕн капиталĕн сертификатне илме 39 çын заявлени çырнă, вĕсенчен 28-шĕ çак документа алла илнĕ те ĕнтĕ. Уяв умĕн эрне кун 8 ача амăшĕ, районпа сала уявĕнче тата 3-ĕн сертификатлă пулĕç.
Çамрăк амăшĕсене патшалăх енчен пулăшу пама пуçланăранпа пур çĕрте те, районта та, демографиллĕ лару-тăру ырă еннелле улшăнса пыни куç кĕрет.
Çуралччăр ачасем, вĕсем çут тĕнчене килни - телей.