Вут-кăварпа асăрхануллă пулăр
Июлĕн 23-мĕшĕнче 10 сехет те 40 минутра Шулю ялĕнчи Геннадий Прокопьевич Недеркин хуçалăхĕнче тĕтĕм йăсăрланма пуçланă. Кил хуçи хĕрарăмĕ вут-çулăма вăхăтра асăрханă, кÿршĕсене чĕннĕ. Пушар хурал ĕçченĕсем çитнĕ çĕре пушара халăх вăйĕпех сÿнтернĕ. Çапах та кайри пÿлĕмри япаласем пĕтĕмпех тĕтĕмпе хуралса юрăхсăра тухнă. Тĕпченĕ тăрăх, пушар вут-çулăмпа асăрханусăр пулнăран тухнă, тăкакĕ 5 пин тенкĕпе танлашать. Палăртмалла, кил хуçисем пÿрте страхланă пулнă.
Çуллахи тапхăрта уйрăмах тимлĕхе çухатмалла мар. Ачасене шăрпăкпа выляма юраманнине аса илтерсех тăмалла. Ял çыннисем утă-улăм куписене кил-çурт, ытти хуралтăсем çывăхнерех купаланине асăрхама пулать. Ку - пушар хăрушсăрлăх правилисене пăсни. Электроприборсемпе усă курнă чухне тимлĕхе çухатмалла мар. Вут-кăвар ниме те, никама та шеллемест.