Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пĕр пĕрчĕ те уя ан юлтăр

Çулла пĕр ĕç хыççăн тепри пуçланать. Обществăлла выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç те вĕçленмен-ха, умра акă - вырма. Кĕрхи культурăсем пиçсе çитнĕпе пĕрех, пучахĕсем тулли те сап-сарă. Кăçалхи вырма ĕçĕсене ял хуçалăх кооперативĕсемпе колхозсем мĕнлерех кĕтсе илеççĕ-ха; Шăпах çак тĕллевпе, июлĕн 23-мĕшĕнче, “Нива” ЯХПК территорийĕнче ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Унта район пуçлăхĕ А.И.Криков та хутшăнчĕ.

Семинар-канашлăва район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.П.Самылкин йĕркелесе ертсе пычĕ. Чи малтанах пурте “Нива” ЯХПК-н техника паркне пуçтарăнчĕç, кунти ĕç-хĕлпе паллашрĕç. Асăннă хуçалăхра механизаторсем хĕрсех “хир карапĕсене” юсаççĕ. Кăçал вĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 3 комбайнпа пухса кĕртме палăртаççĕ, хальлĕхе 2-шĕ юсавлă, паян-ыран теприне те юсавлисен шутне лартасшăн. “Нива” ЯХПК-н ертÿçин çумĕ А.И.Шипеев пурне те вырăнти лару-тăрупа кĕскен паллаштарчĕ, выльăх апачĕ хатĕрленин кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ, вырма енĕпе те ĕçсем комплекслă пуçланни çинчен каларĕ. Паянхи кун тĕлне кĕр аки валли 60 гектар çĕр хатĕрленĕ, планпа 300 гектар пăхса хунă.

Унтан ушкăн йĕтем çине çитсе курчĕ. Кунта та юсав ĕçĕсем пыраççĕ, тырă хумалли кĕлетсене йĕркене кĕртессипе тимлеççĕ. Йĕтем заведующийĕ С.П.Чернов вырмаччен кунти ĕçсене пĕтĕмпех вĕçлессе шантарчĕ. Тырă пуссине те çитсе курчĕç. Тулса пуçĕсене уснă кĕрхи культурăсем тинĕс пек хумханса лараççĕ, вырма вăхăт çитнине систереççĕ.

Семинарăн иккĕмĕш пайĕ Тралькасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕн пÿлĕмĕнче иртрĕ. Вырма умĕн туса ирттермелли ĕçсем чылай, ертÿçĕсен паянхи кунччен те татса парайман ыйтусем нумай: кадр ыйтăвĕ çивĕч тăрать, çунтармалли-сĕрмелли материалсем çитмеççĕ, техникăсене юсава лартса пĕтереймен.  Вăхăт вара кĕтмест, тĕш-тырă кунран-кун пиçсе пырать.

Райадминистрацин тĕп агрономĕ Н.Ф.Коробков выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ, çитĕнÿсемпе çитменлĕхсене палăртрĕ. Николай Федорович пĕлтернĕ тăрăх, июлĕн 23-мĕшĕ тĕлне районĕпе нумай çул ÿсекен курăксене 4320 гектар çулнă, ĕçе 81 процент пурнăçланă. Ку енĕпе “Победа”, “Свобода”, “Аккозинский”, “Нива”, “Мочковашский” хуçалăхсем аванрах ĕçленĕ. Утă хатĕрлессипе “Авангард”, “Нива”, “Мочковашский” хуçалăхсем ĕçе 100 процент таран пурнăçланă.

Çав хушăрах “Свобода”, “Аккозинский”, “Победа” хуçалăхсен кăтартăвĕсем чылай пĕчĕкрех.

Сенаж-силос янтлассипе те мухтанмаллиех çук, ĕçе 42 процент таран çеç пурнăçланă. Çак паха апата “Мочковашский”, “Свобода”, “Победа”, “Коминтерн” ял хуçалăхĕсем вăхăтра хатĕрлессишĕн ырми-канми тăрăшнине асăнчĕ вăл, анчах “Путь Ильича”, “Аккозинский” хуçалăхсенче, В.Никитин фермер хуçалăхĕнче ĕçсем вăраха тăсăлнине палăртрĕ. Николай Федорович ял хуçалăх ертÿçисемпе специалисчĕсене вырмана тĕплĕн хатĕрленсе пуçăнмаллине, тырă кĕлечĕсене çуса тасатса дезинфекцилемеллине тепĕр хут аса илтерчĕ. Мĕншĕн тесен “Свобода”, “Аккозинский”, “Победа” хуçалăхсенчи кĕлетсенче сăвăссем (клещ) пуррине тупса палăртнă. Н.Ф.Коробков кĕрхи çĕртме тăвас ĕçсене хăвăртлатмаллине, кăçал кĕрхи культурăсене пĕлтĕрхинчен  ытларах акса хăвармаллине асăнчĕ, ĕçлекенсене  кирлĕ условисемпе тивĕçтермеллине каларĕ.

Райадминистрацин тĕп инженерĕ Е.А.Карпов ял хуçалăх техникисем мĕнле лару-тăрура пулнипе паллаштарчĕ. Малтанхи тĕрĕслевпе 33 комбайн вырмана тухма хатĕр, 8-шĕ хальлĕхе  юсавра. Кадр ыйтăвĕ çивĕч тăрать. “Сура”, “Асамат” хуçалăхсенче комбайнерсем çитменнине пĕлтерчĕ вăл.

Патшалăх техника асăрхавĕн районти аслă инспекторĕ В.М.Васюков вырма умĕн ял хуçалăх техникисене тĕрĕслев витĕр кăларассипе ĕçсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Вăл пĕл­тернĕ тăрăх, 46 комбайнран 34-шĕ çеç хире тухма хатĕр. Хуçалăхсен пурĕ 147 трактор шутланать, вĕсенчен çурри çеç ĕçе юрăхлă. Ялти ĕçсене хутшăнма механизаторсем çитменрен те “хурçă утсем” канура ларнине асăнса хăварчĕ.

Ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен специалист Э.Н.Викторова ял хуçалăх ертÿçисемпе унти специалистсене вырмана пуçăниччен ĕç çыннисемпе вырăнта инструктаж ирттермелли, ĕç хăрушсăрлăх правилисене  çирĕп пăхăнса ĕçлемелли йĕркесене тепĕр хут аса илтерчĕ, юсавлă мар техникăпа хире тухмалла маррине каларĕ, кĕрхи ĕçсене инкексĕр ирттерме сунчĕ.

Ял хуçалăх, экономикăпа пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕн çумĕ Г.П.Алмакаева районта ĕçлесе пурăнакансен шалăвĕ тавра калаçрĕ. Сăмахран, çур çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, районти ĕç çыннисен вăтам шалăвĕ 2009 тенкĕпе танлашнă. Çав хушăрах В.Никитин, “Свобода”, “Коминтерн” хуçалăхсенче ĕç укçи çак кăтартуран чылай пысăкрах. Галина Петровна ял хуçалăх кооперативĕсемпе колхозсен ертÿçисене ĕçлекенсене пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен (3368 тенкĕрен) сахал мар тÿлемеллине, уйрăмах вырма тапхăрĕнче комбайнерсене лайăх хавхалантармаллине каларĕ. Унтан АПК-на аталантармалли 2010 çулчченхи программăпа паллаштарчĕ.

Паянхи кун выльăх апачĕ хатĕрлессипе, техникăсене вырмана хатĕрлессипе “Победа”, Аккозинский”, “Асамат” хуçалăхсенче ĕç кал-кал пыманран, хуçалăхсен ертÿçисене сăмах пачĕç, вĕсене малашне яваплăха туйса ĕçлеме, вырмана вăхăтра тухса пĕр тăкаксăр вĕçлеме, ĕç çыннисене кирлĕ пек хавхалантарса пыма чĕнсе каларĕç.

Райадминистрацин тĕп зоотехникĕ С.Н.Кчетков выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас тесен, сăвăма  тата ÿт хушаслăхне ÿстерме хушма апатпа усă курмаллине, ĕне-выльăх витисене хĕле хатĕрлессипе ĕçлемеллине аса илтерчĕ.

Ĕçлĕ канашлăва район пуçлăхĕ А.И.Криков пĕтĕм­летрĕ. Кăçалхи çурхи ĕçсем пысăк йывăрлăхпа иртни, пĕрремĕш çур çулхи кăтартусем тăрăх выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе плана пурнăçлайманни, ĕç вырăнĕсенче дисциплина хавшани пирки пăшăрханса каларĕ. Кĕрхи ĕçсене пысăк пахалăхпа пурнăçлама вăй-хăват сунчĕ, юлхавлисенчен çирĕп ыйтассине пĕлтерчĕ.



"Пирěн пурнăç"
25 июля 2007
00:00
Поделиться