Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Гимназире юсав ĕçĕсем хĕрсех пыраççĕ

Чăваш Ен “Вĕрентÿ” наци проекчĕпе килĕ­шÿллĕн, вĕрентĕве çĕнетсе улăштармалли комплекслă проектсемпе ĕçлекен субъектсен хушшинче ирттернĕ грантсен конкурсĕнче çĕнтерÿçĕсен йышне кĕме пултарнă. Проектпа уйăрнă федераллă укçа-тенкĕ пĕрремĕш класа çÿрекен кашни ачанах çĕнĕ сĕтел-пуканпа тивĕçтерме, шкул библиотекисене илемлĕ литературăпа пуянлатма тата шкулсенче юсав ĕçĕсем ирттерме тăкакланать.

Комплекслă проектпа килĕ­шÿллĕн, пирĕн районти база шкулĕсенче юсав ĕçĕсене пурнăçлама та 1,429 пин тенкĕлĕх укçа уйăрса панă. Çак уйăрнă укçа-тенкĕпе тĕллевлĕн усă курма тытăннă ĕнтĕ. Акă, Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче юсав ĕçĕсем хĕрсех пыраççĕ. Кунта шкул столовăйĕпе спорт залне тĕпрен улăштарса çĕнетесшĕн. Юсав ĕçĕ­сене Етĕрнери строительсен ушкăнĕ пурнăçлать. Гимнази директорĕ Р.Ильина пĕлтернĕ тăрăх, вĕренÿ заведенийĕнчи юсав ĕçĕсене пурнăçлама 400 пин тенкĕ уйăрнă.

Сăмах май, хальхи вăхăтра районти ытти шкулсенче те юсав ĕçĕ­сем пыраççĕ. Июлĕн 24-26-мĕшĕсенче комисси членĕсем шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнлерех хатĕрленнине тĕрĕслеççĕ.



"Пирěн пурнăç"
25 июля 2007
00:00
Поделиться