«АПК» аталанăвĕ наци проекчĕ ăнăçлă пырать
“Единая Россия” партишĕн аграри проекчĕ чи кирлисенчен пĕри. Партин пуçарулăхне пула Патшалăх Думинче 2006 çулта “Ял хуçалăха аталантарасси çинчен” саккун йышăннă.
Хушма хуçалăх тытакан çемьесене çăмăллăхлă кредитпа тивĕçтерме тытăнчĕç. Паянхи куна Чăваш Енри çемьесем патшалăх уйăрнă укçа-тенкĕпе тĕллевлĕн усă кураççĕ. Ытларах выльăх-чĕрлĕх витисене çĕнĕрен тума е реконструкцилеме кредит илеççĕ. Палăртмалла, “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ республикăра ăнăçлă пурнăçланса пырать. Проектăн тĕп тĕллевĕсене шута илсен, 2006 çулта кăтартусем палăртнинчен самаях пысăк пулнă. Кăçал та аталану пырать. Çулталăк пуçланнăранпа 4 уйăх хушшинче хуçалăхсенче аш, сĕт туса илесси ÿснĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ те ÿсет.
Ял хуçалăх потребитель кооперативĕсене йĕркелессипе те ĕç пырать. Чăваш Енре пурĕ ваккăн суту-илÿ тăвакан 59 рынок тума палăртнă.
Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, 2007 çулта 300 çамрăк специалистпа çамрăк çемье хăйсен пурăнмалли çурт-йĕре лайăхлатĕç.