Ĕçсĕр граждансене тимлĕх уйăрасси - тĕп тивĕç
Çĕнĕ пĕл
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр тĕрлĕ сăлтава пула ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене тимлĕх уйăрать. Акă, ĕç рынокĕ ыйтакан профессие алла илме пулăшать. Кăçал центр 23 ĕçсĕр çынна çĕнĕ пĕлÿ илме янă. Çак йышра 19 хĕрарăм, 12 çамрăк. Ĕçсĕррисене çĕнĕ пĕлÿпе тивĕçтернĕ чухне çак професси ĕç рынокĕнче кирлине шута илнĕ. Çапла майпа, оператор, менеджер, сутуçă-кассир профессийĕсене алла илме май пур. Отчетлă тапхăрта 21 çын çĕнĕ професси алла илнĕ. Професси вĕренĕвĕпе тивĕçнисене ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе мониторинг ирттернĕ. Пĕлÿ илнĕ хыççăн 7 çынна ĕçе вырнаçтарнă.
Професси ориентацийĕн пулăшăвĕ
Ĕç рынокĕн условийĕсем хăвăрт улшăнса пынăçемĕн професси суйласа илме питĕ кăткăс. Çакна вĕренекенсем те, ашшĕ-амăшĕсем те, учительсем те туяççĕ. Вĕренекенсене професси суйласа илме пулăшас тĕллевпе центр мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Професси ориентацийĕн пулăшăвĕ парассипе ирттернĕ уйăхлăхра кунти специалистсем вĕренÿ заведенийĕсенче пулнă, ачасемпе калаçусем ирттернĕ. “Професси тĕнчи”, “Эпир суйласа илнĕ çулсем”, “Манăн пулас професси тата ĕç рынокĕ”... ятлă калаçусем ачасене кирлĕ професси суйласа илме пулăшнах-тăр. Çавăн пекех вĕренекенсемпе “Дифференциально-диагностический опросник” мелпе тест ĕçĕ те йĕркеленĕ. Шкул ачисем мĕнле професси кăмăлланине тĕпчесе пĕлес тĕлĕшпе анкетировани ирттернĕ.
Кăçал професси ориентацийĕн пулăшăвĕпе 1500 çынна тивĕçтерме палăртнă. Отчетлă тапхăрта 945 çын пулăшу илнĕ.
Ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене психологи пулăшăвĕ парасси те пĕлтерĕшлĕ. Центр çакна тĕпе хурса 20 ĕçсĕр çынна психологи пулăшăвĕ панă. Пулăшупа тивĕçтернĕ хыççăн 12 граждан ĕçлĕ пулнă.