«Сывлăх» наци проекчĕ ĕçре
Республикăра çак проект ăнăçлă пурнăçланать. Пĕтĕмĕшле çемье практикин офисĕсене йĕркеленĕ, ку халăха медицина пулăшăвĕ парассине самаях лайăхлатать. “Единая Россия” партие пула (васкавлă пулăшăвăн медицина персоналĕн ĕç укçине ÿстерессипе пĕлтерĕшлĕ ĕç тунă) васкавлă пулăшăвăн врачĕсен ĕç укçи 77 процент (13373 тенкĕ) ÿснĕ, фельдшерсен - 83 процент (8910 тенкĕ), ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсенчи фельдшерсен - 86 процент (8665 тенкĕ). Çавăн пекех медицина сестрисен тата специалист врачсен ĕç укçине хăпартнă.
Республикăра ача çураласси ÿсет, “Единая Россия” партин витĕмĕпе кăçалтанпа иккĕмĕш е хыççăнхи ачасене çуратнă çемьесем 250 пин тенкĕпе танлашакан амăшĕн капиталне тивĕçеççĕ.
2006 çулта республика федераллă бюджет шучĕпе медицина оборудованийĕсем, техникăсем, васкавлă пулăшу машинисем илнĕ.