Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пĕтĕмпех халăх ырлăхĕшĕн

Июлĕн 18-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ пулчĕ. Унăн теми - “ЧР “Президенчĕн Н.Федоровăн тата ЧР Министрсен Кабинечĕн халăхăн пурнăç шайне ÿстерессипе тата пурăнмалли условийĕсене лайăхлатассипе çыхăннă йышăнăвĕсем çинчен” пулчĕ.Çавна май района Чăваш Республикинчи куçман пурлăх объекчĕсен кадастрĕн федераллă агентствин управленийĕн юрисчĕ А.Иванов, “Пурлăх фончĕ” РСГУ-н председателĕ В.Петров, ЧР “Чувашавтодор” ПУП генеральнăй директорĕн çумĕ С.Лекарев, РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Т.Минина килсе çитрĕç. Вĕсем ушкăнсене пайланса ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç, халăха хумхантаракан ыйтусемпе интересленчĕç.

Район пуçлăхĕ А.И.Криков ертсе пыракан ушкăн Ачкасси ял тăрăхĕнче пулнă. Информаци кунне кунти ялти ватăсем чылаййăн пухăннă. Кун йĕркинчи ыйтусене пăхса тухсан, республикăри тата районти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллашсан ял çыннисем хăйсене хумхантаракан ыйтусене хускатнă. Ватăсем республикăри представительтен хăйсене тивĕçекен çăмăллăхсемпе тĕплĕнрех паллаштарма, çамрăкраххисем амăшĕн капиталĕ пирки ăнлантарса пама ыйтнă. РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕн  çумĕ Т.Д.Минина вĕсен ыйтăвĕсене туллин хуравланă.

Район пуçлăхĕн çумĕ, райадминистрацин обществăлла инфратытăм аталанăвĕн тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ И.Л.Хораськин ертсе пыракан ушкăн Пантьăк ял тăрăхĕнче пулчĕ. “Пурлăх фончĕ” РСГУ-н председателĕ В.П.Петров Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2020 çулчченхи приоритетлă çул-йĕрĕсем тавра калаçрĕ, хăй докладĕнче вăл Чăваш Ен паян хăвăрт аталанакан тата инвестици хывакансемшĕн илĕртÿллĕ регион пулнине палăртрĕ. Çавăн пекех РФ тата ЧР Президенчĕсем  хула-ялсенче пурăнакансен  пурнăç шайне ÿстерессишĕн нумай тăрăшнине, ĕçĕсем курăмлине каларĕ. Ялсене газ çитерни, таса шывпа тивĕçтерни, çул-йĕрсем тăвас ĕç пуçланни, тĕрлĕ приоритетлă наци проекчĕсем ĕçлени пĕтĕмпех халăх ырлăхĕшĕн пулнине те асăнчĕ.

Иван Лаврентьевич районта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн сахал мар ĕç туса ирттернине палăртрĕ. Акă, 63 яла “кăвак çулăм” çитернĕ. Малашлăхра клуб учрежденийĕсене, медпунктсене газ кĕртессипе ĕçлемелле. Паянхи куна виçĕ яла (Урикасси, Ишеккасси, Ачкасси) ĕçмелли таса шывпа тивĕçтернĕ. И.Хораськин 2008 çулта Пантьăк тăрăхĕнче ку енĕпе ĕçсем пуçланмаллине, анчах кунта ял тăрăхĕн те сахал мар укçа хывмаллине асăнчĕ. Район территорийĕнчи ялсене асфальт çул сарассипе ĕçсем анлă пыраççĕ. Хальлĕхе “Сура-Енкĕлт” тата Атнар лесничествине çулсем хывнă, “Туктамăш-Ачкасси” çулĕ те хатĕр, “Анат Çĕрпÿкасси-Çĕн Атикасси” çулĕсене район юбилейĕсене уявланă кун, августăн 18-мĕшĕнче, савăнăçлă лару-тăрура уçма палăртаççĕ. 2007-2008 çулсенче пур яла та асфальт е вак чул сапса хытарнă çулпа тивĕçтереççĕ.

Килти хушма хуçалăха аталантарма “Россельхозбанк” УАО урлă çăмăллăхлă кредитсем илме майсем пуррипе ку енĕпе ĕçлекен Т.В.Мидакова специалист паллаштарчĕ.

Пантьăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И.Трифонов вырăнти лару-тăру пирки калаçрĕ, сентябрĕн 1-мĕшĕччен Пантьăкпа Мишеркасси шкулĕсем çывăхĕнче шкул автобусĕсене валли çаврăнмалли вырăн туса çитермелли пирки сăмах хускатрĕ, ял çыннисем ку тăрăхра ĕçмелли таса шыв çуккишĕн пăшăрханнине пĕлтерчĕ.

Ĕçлĕ ушкăн кунта пурăнакансене хумхантаракан ыйтусем çине хуравларĕ. Акă, Пантьăкри лавккара тепĕр чухне халăха кирлĕ тавар сахал, хăш кунсенче каçхине çăкăр çукки те пулнă имĕш. Халĕ тата çăкăр хакне 11  тенкĕ те 50 пус таран ÿстернишĕн ял çынни кăмăлсăр. Ватăсем çул çÿрев билечĕ пирки ыйту хускатрĕç, амăшĕн капиталне парас йĕркесемпе те интересленчĕç.

Пĕрлехи информаци кунне И.Л.Хораськин пĕтĕмлетрĕ, пурне те ăнăçу сунчĕ, шăрăх çанталăк тăнă май, шыв объекчĕсем хĕрне ансан асăрхануллă пулмаллине аса илтерчĕ. Ялти лавкка пирки ыйтусем пулнă май, ушкăн вырăна çитсе курас терĕ. Г.Ямскова сутуçă халăха кирлĕ таварпа тивĕçтерсех тăнине каларĕ. Ушкăн, пĕр килнĕскер, çăкăр-батон мĕн йывăрăш тайнине тараса çине хурса виçес терĕ. Палăртмалла, çăкăрсем пĕри те кирлĕ виçе чухлĕ таймаççĕ, чылай çăмăлрах, батонсен виçисем те пĕчĕк. Райпо ертÿçисен ку çитменлĕхсемпе ĕçлемелле тесе хăварчĕç.

Кăнтăр тĕлне ĕç ушкăнĕсем райадминистрацинче пухăнчĕç, тĕл пулусенчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, министерство шайĕнче пăхса тухмаллисене пĕрле илчĕç.



"Пирěн пурнăç"
21 июля 2007
00:00
Поделиться