Н.Ермакова ЧР Президенчĕн грантне тивĕçнĕ
ЧР Президенчĕн грантне тивĕçнĕ учительсем паллă. Иртнĕ çулхи пекех вĕсем 10-шар пин тенкĕ преми илĕç. Çĕнтерÿçĕ учительсен йышĕнче Тралькассинчи тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Васильевна Ермакова та пур.
Н.Ермакова вĕрентÿ тытăмĕнче 32 çул ĕçлет ĕнтĕ. Унăн вĕренекенĕсем - олимпиадăсен çĕнтерÿçисем, хăй - учительсем валли çырса хатĕрленĕ чылай вĕрентÿ пособийĕн, кĕнекен авторĕ. Иртнĕ çул вăл республика шайĕнче “Инноваци - вĕренĕве çĕнетмелли çул-йĕр” ятпа иртнĕ фестивальте “Инновации в обучении” номинацире çĕнтернĕ. Çавна май районти вĕренÿ пайĕ ăна Тав çырăвĕпе наградăланă. Кăçал вара вăл ЧР Президенчĕн грантне тивĕçме пултарчĕ.
Калас пулать, Надежда Васильевна яланах çĕнĕ шухăшпа, çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе пуян. Профессие юратни, ĕçе чунтан парăнса пурнăçлани учителе татах та ытларах вăй хума хистет. Унăн урокĕсенче тунсăхласа ларакан вĕренекенсене кураймăн, кашнин хăйĕн ĕçĕ. Ачасен куçĕнче вĕренес, пĕлес туйăм çиçет: учитель урокра çĕннине мĕн пĕлтерĕ, мĕнпе тĕлĕнтерĕ; Урокăн темине уçса парас, ачасене кăсăклантарас тĕллевпе вара учитель темĕнле меслетпе те усă курать. Юлашки вăхăтра хăйĕн ĕçĕнче компьютер технологийĕпе ăнăçлă усă курать. Пархатарлă ĕç вара ырă çимĕçпе савăнтарать. Акă, кăçал Н.Ермакован вĕренекенĕ О.Скворцова чăваш чĕлхипе тата литературипе республикăра иртнĕ олимпиадăра иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ. Ку кăтарту Надежда Васильевна хăйĕн ĕçне чунтан парăнса пурнăçланине çирĕплетет.
Н.Ермакова чылай кĕнекен авторĕ терĕмĕр ĕнтĕ. Юлашки икĕ çулта учитель ĕçтешĕсем валли “Фонетика”, “Морфологи”, “Сăмах майлашăвĕ”, “Тĕрев паллисемпе усă курса йĕркеленĕ таблицăсем”... ятпа кĕнекесем, “Сире пыл хурчĕ сăхтăр” диктантсен пуххи кăларнă. “Ĕмĕр иртет, кун юлать” кĕнекепе вара учитель “Педагогические инновации” конкурсра çĕнтернĕ.