Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ветерансене манмаççĕ

“Пире вăхăт вĕçĕ-хĕррисĕр туйăнать, анчах та туйăнать кăна çав, иртме вăл питĕ хăвăрт вĕçсе иртет. Çавăнпа та ырă тума васкамалла, пĕр çеккунт та тăхтаса тăмасăр çынна пулăшма, халăх валли ырă ĕç тума васкăр, хăвăрпа юнашар пурăнакансене пулăшăр...” - тенĕччĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров.

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕ нумай пурăнакан çынсен (вĕсем районта - 31) юбилейĕсене чаплă лару-тăрура паллă тума хатĕрленет. Вун виçĕ çын хăйсен 80 çулне, вуннăн - 85 тултарнине, пиллĕкĕн - 90, виççĕн вара 95 çулхи юбилейне кĕтсе илĕç. Ытларах çак уявсем Хĕрлĕ Чутай, Тралькасси, Штанаш, Пантьăк тата Атнар ял тăрăхĕсенче иртĕç.

Ватă çынсем, юбилей кĕрекине ларма хатĕрленекенскерсем, пурте ĕçпе вăрçă ветеранĕсем. Тăван тăрăх, Чăваш Ен, пĕтĕм çĕршыв аталанăвĕнче вĕсен тÿпи питех те пысăк. Пирĕн тĕллев - вĕсене канлĕ ватлăх туса парасси.



"Пирěн пурнăç"
14 июля 2007
00:00
Поделиться