Çур çул пĕтĕмлетĕвĕсене тишкернĕ
Июнĕн 10-мĕшĕнче “Коминтерн” ЯХПК-ра кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи кăтартусемпе выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тимлекенсен семинарĕ иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăхпа экономика тата пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ А. П.Самылкин ертсе пынă.
Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа районти ăратлăх енĕпе ĕçлекен зоотехник А.В.Елизарова тухса калаçнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, ял хуçалăх предприятийĕсем 6 уйăх хушшинче 346 тонна аш-какай (102,7 процент), 3062 тонна сĕт (96,5 процент) туса илнĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ 515 пуç таран чакнă, сĕт сăвăмĕ 40 килограмм пĕчĕкленнĕ. Сыснасем вăтамран 328 грамм, мăйракаллă шултра выльăхсем 517 грамм ÿт хушнă. Çав хушăрах сĕт туса илессипе “Свобода”, “Коминтерн” хуçалăхсенчи, В.Никитин фермер хуçалăхĕнчи дояркăсен кăтартăвĕсем савăнтараççĕ. Аш-какай тăвассипе “Нива”, В.Никитин хуçалăхсем аван ĕçленĕ, сысна ĕрчетессипе тата унран продукци илессипе “Коминтерн” ЯХПКри ĕçченсем тăрăшуллăрах пулнă.
Çав кунах “Асамат” хуçалăхра райадминистрацин пай начальникĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприяти-организацисен ертÿçисем районти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çур çулхи пĕтĕмлетĕвĕсене тишкернĕ.