Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Вут-çулăма хирĕç кĕрешесси - çăмăл ĕç мар

Районти пушар хуралĕнче маттур та пултаруллă, çирĕп вăй-халлă, ĕçе чунпа парăннă çынсем ĕçлеççĕ. Коллектив 19 çынран тăрать. Унсăр пуçне пушар асăрхавĕн инспекцийĕнче 2-ĕн  тăрăшаççĕ, ăна А.В. Михатайкин ертсе пырать. Хальхи вăхăтра пушар хурал чаçĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх унăн çумĕ А.И.Наумов пурнăçласа пырать.

Каламасăрах паллă, вут-кăварпа кĕрешесси - çăмăл ĕç мар. Кунти ĕçченсем халăхшăн тăрăшаççĕ, çĕр-çĕр çын пурнăçне, пурлăхне хÿтĕлессишĕн тимлеççĕ. Вĕсенчен кашни çак ĕçре паха опыт пухнă.

Çăмăл мар профессие суйласа илнĕ çамрăксен çак ĕçре нумай çул тăрăшакансенчен вĕренмелли пурах. Акă, А.Т.Кодяков водитель пушар хуралĕнче чылай çул тăрăшать. Çавăн пекех А.А.Дадюковпа Н.Н. Князьков та службăра тахçантанпах тăраççĕ, çав хушăра миçе пушар сÿнтермен-ши, миçе çын пурнăçне çăлман-ши; Вĕсем вут-çулăма парăнтарас ĕçре ырми-канми тимлеççĕ, коллективра та хисеплĕ çынсем. Ф.Михеев пирки те пĕр-ик сăмах. Вăл коллективри чи ăста юрăç темелле. Кашни çулах республикăри пушар хурал чаçĕсем хушшинче иртекен художество пултарулăх конкурсĕсенче хутшăнать. Кăçал та “Çамрăк поэт, юрăç” номинацире пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ.

Водительсем пушар машинисене яланах юсавлă тытаççĕ, унсăр май çук. Тепĕр чухне харăсах темиçе çĕрте “хĕрлĕ автан” алхаснă тĕслĕх пулкалать. Çавăнпа техникăна пысăк тимлĕх кирлĕ.

Пушар хурал ĕçченĕсем вут-çулăмпа кĕрешнипе пĕрлех халăха пушар хăрушсăрлăх правилисене ăнлантарассипе ĕçлеççĕ, ял тăрăхĕсене çитсе унта пурăнакансемпе курнăçаççĕ, шкул ачисемпе тĕл пулса вут-кăварпа шÿтлемелле маррине асăрхаттараççĕ...

Пĕлтĕрхи кăтартусене илес пулсан, 2006 çулта районта пурĕ 35 пушар тухнă (виçĕм çул 42 тĕслĕх пулнă), вут-çулăмра 6 çын пурнăçĕ татăлнă. Иртнĕ çул ял хуçалăхĕсенче “хĕрлĕ автан” хытах алхаснă.

Çулталăк пуçланнăранпа 9 пушар тухнă, инкекре 1 çын вилнĕ.

Уяв çитнĕ май, вут-çулăма парăнтаракансене, унта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене ырлăх-сывлăх, çемьере килĕшÿ сунатпăр.



"Пирěн пурнăç"
28 апреля 2007
00:00
Поделиться