Вут-çулăм шеллемест
Пушар хăй хыççăн кĕл купи çеç хăварать. Çавăнпа вут-кăварпа, электрооборудованисемпе усă курнă чухне тимлĕхе пĕрре те çухатмалла мар. Акă, апрелĕн 26-мĕшĕнче, 19 сехет иртсен, коммуналлă хуçалăх территорийĕнче пысăк инкек пулнă - кантур çурчĕ çуннă. Вут-çулăмăн алли вăрăм та хĕрÿ теççĕ. Пушар хурал ĕçченĕсем, пулăшăва çитнисем “хĕрлĕ автана” хирĕç вăйлах кĕрешнĕ, вут-çулăма малалла алхасма паман. Шел те, кантур çурчĕ юрăхсăра тухнă.
Пушарăн сăлтавне тĕпчеççĕ.
"Пирěн пурнăç"