Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ыр кăмăллăх кунĕ

Апрелĕн 23-мĕшĕнче Хăмарккари пуçламăш шкул-садра Ыр кăмăллăх кунĕ иртрĕ. Асăннă кун пуçламăш класра вĕренекенсем шкул çулне çитменнисен “Çеçпĕл” ятлă ушкăнне çул тытрĕç. Сăмах май, шкулта кĕске вăхăт хушши пулакан ушкăна 16 пепке çÿрет, ачасен çул ÿсĕмĕ - 4-6 çулхисем. Г.Н.Хораськина воспитатель ачасен тавра курăмне анлăлатассипе тĕрлĕрен занятисем ирттерет. Музыка занятийĕсене йĕркелеме А.Галкинапа Т.Кочеганова учительсем пулăшса пыраççĕ.

Ыр кăмăллăх кунне халалласа иртекен мероприятире атте-анне, тăван кил, тус-йыш, тăван тавралăх илемĕ пирки калаçрĕç. Çавăн пекех ачасем ĕлĕк вăйă каçĕ мĕнле иртнине кăтартрĕç, сăвăсем каласа пачĕç, юрларĕç, ташларĕç. Пухăннисене (вĕсен йышĕнче ашшĕ-амăшĕсем, хăнасем) пĕчĕк артистсен пултарулăхĕ килĕшрĕ. Тралькасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.В.Мурайкин ырă сăмах каламасăр чăтаймарĕ, вăл ачасене тарăн пĕлÿ парасси, вĕсене сывлăхлă ÿстересси питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Андрей Валерьевич ачасене парнепе хавхалантарма та манмарĕ. Ыр кăмăллăх кунĕнче М.Д.Никитина та сăмах илсе пепкесене парне пачĕ.

Хисеплĕ çыннăмăрсем, пĕр-пĕрне ырă тума васкăр!



"Пирěн пурнăç"
28 апреля 2007
00:00
Поделиться