Вут-кăварпа асăрхануллă пулăр
Кăçалхи апрелĕн 17-мĕшĕ тĕлне районта 7 пушар пулнă, тăкакĕ 320 пин тенкĕ. Вут-кăварта 1 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта 8 пушар пулнă, тăкакĕ 518 пин тенкĕпе танлашнă. 2006 çулта та вут-кăварта 1 çын вилнĕ.
Ăшă та типĕ çанталăксем çывхарса пынăçемĕн пушарсен хисепĕ çулсеренех ÿсет. Ытларах чухне ĕнтĕ граждансем вут-кăварпа асăрхануллă пулманран “хĕрлĕ автан авăтать”. Акă, вĕсем интересшĕн е тирпей-илем кÿрессишĕн типĕ курăка чĕртсе яраççĕ. Хăрушлăх пирки пачах та шутламаççĕ. Пĕлтĕр çеç районта типĕ курăка чĕртсе янипе 2 пушар пулчĕ. Пĕр хутчен çеç мар пушар хурал чаçĕн ĕçченĕсем инкек пулнă вырăна тухса вут-кăвара сÿнтерчĕç, ăна малалла алхасма памарĕç.
Пĕр тĕслĕх илсе кăтартатăп. 2006 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнче Пăрачкав районĕнчи Сиява салинче вут-кăвар алхаснипе 9 çурт сиенленнĕ. Пушар тухнин сăлтавĕ - Сиява салинчен пĕр километрта вырнаçнă уйри типĕ курăка çунтарни. Вăйлă çил вĕрнипе (10-15 мŸс), çуртсем умĕнче çÿп-çап выртнипе вут ялти çуртсем çине сиксе ÿкнĕ. Вутăн чĕлхи вăрăм тесе ахальтен каламан пулĕ ваттисем.
Çакăн евĕр инкексем ан пулччăр тесен çÿп-çапа, типĕ курăка вăхăтра пуçтарса тăмалла. Пухнă çÿп-çапа е типĕ курăка çуртран 50 метр аякра çунтармалла, ăна пăхса асăрхасах тăмалла. Ачасене те пушар мĕнле сăлтавсене пула тухнине, вăл мĕнле инкек кÿнине ăнлантарса памалла.
Пушар тухас хăрушлăх пур çуртсене, хуралтăсене асăрхасан районти 33-мĕш пушар хурал чаçне 2-18-42 е 2-11-01 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле.