Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Тирпейлĕх - хамăршăн

Çут çанталăк хĕл ыйхинчен вăраннă хыççăн, халăх умĕнче кил-таврашĕнче тирпей-илем кÿрес ыйту пысăк вырăн йышăнать. Çынсем пĕчĕккĕн тирпейлĕхе, илемлĕхе хăнăхса пыраççĕ: кил-çурт умĕнчи çÿп-çапа пуçтараççĕ, йывăç-тĕм лартаççĕ...

Акă, апрелĕн 22-мĕшĕнче, В.И.Ленин çуралнă кун, Енкĕлт ялĕнче пурăнакансем экологи субботникне тухрĕç, пысăк пĕве пуçĕнчи çырмана тасатса тирпейлерĕç. Кунта вара хĕл каçипе чылай çÿп-çап пуçтарăннă пулнă. Çак ырă ĕçе хутшăннă çынсене ятран асăнса хăварас килет. Вĕсем: А.Захаров пенсионер тата ывăлĕ Володя, унăн ачисем Димăпа Саша, Е.Михуткина пенсионерка хĕрĕпе кĕрÿшĕпе тата мăнукĕсемпе, Н.Кудряшов педагог, В.Петров механизатор, А.Можайкин тата ыттисем те.

А.Захаровпа А.Можайкина уйрăмах ырăпа асăнмалла. Вĕсем ял варринчи пĕвене шыв татса каясран пăхса-сăнаса тăраççĕ. Çуллахи вăхăтра вара кунти кÿлĕ чăн-чăн ырлăх: ачасем шыва кĕрсе киленеççĕ, пулăçсем йĕри-тавра лараççĕ, хур-кăвакал шывра савăнать...

Ял территорине илем кÿрес ĕçсем малалла пыраççĕ. Çĕнтерÿ кунĕ çывхарнă май, паттăр салтаксене асăнса лартнă палăк умĕнче йĕрке тăвасшăн.

Тирпейлĕх - хамăршăн. Ял урамĕсенчи, кил-çурт умĕнчи тасалăхшăн унта пурăнакансем яваплă. Умри уявсене ырă ĕçсемпе кĕтсе илер, юлташсем!



"Пирěн пурнăç"
25 апреля 2007
00:00
Поделиться