Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Симĕслентĕр тавралăх - ешерччĕр хунавсем

Апрелĕн 20-23-мĕшĕ­сенче район çыннисем “Йывăç ларт тата ăна упра” Указа пурнăçласа пурĕ 8 пин çурă çамрăк хунав лартса хăварнă, çак ĕçе пĕтĕмпе 480 çын хутшăннă. Уйрăмах ку енĕпе Мăн Этмен, Тралькасси, Ачкасси ял тăрăхĕсенче ĕçлесе пурăнакансем пысăк активлăх кăтартнă.

Йывăç лартассипе пĕрлех пур çĕрте те экологи субботникĕсем ир­теç­çĕ. Тралькассисем масар таврашĕнче йĕрке тунă, Ачкасси ял тăрăхĕнчисем ял урамĕсенчи тасамарлăха пуçтарса тирпейленĕ.



"Пирěн пурнăç"
25 апреля 2007
00:00
Поделиться