Районти РОСТО организацийĕн аталанăвĕ куç умĕнчех
Апрелĕн 19-мĕшĕнче районти РОСТО организаци 2005-2006 çулсенче пурнăçланнă ĕçсене пĕтĕмлетсе отчетпа суйлав конференцийĕ ирттерчĕ. Унăн ĕçне республикăри РОСТО (ДОСААФ) организаци Канашĕн пурлăх тата право ыйтăвĕсене йĕркелесе пыракан председателĕн çумĕ Н.И.Арланов, райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ А.В.Башкиров, Элĕк районĕн çар ĕç комиссарĕ, пирĕн ентеш В.Мареев тата РОСТО Канашĕн членĕсем, пуçламăш организацисен представителĕсем хутшăнчĕç. Кун йĕркинче 8 ыйту пăхса тухрĕç.
Пĕрремĕш ыйтупа РОСТО организацийĕн председателĕ В.Егоров тухса калаçрĕ. Район организацийĕ пуçламăш 22 организацие пĕрлештерсе тăрать. Çулсеренех организацие кĕнĕ çынсенчен тÿлев пуçтараççĕ, ăна спорт е çарпа патриотизм енĕпе иртекен мероприятисене йĕркелеме тăкаклаççĕ. Пĕлтĕр кун пек тÿлеве 4 пин тенкĕ пуçтарнă. Çамрăксене патриотизмла воспитани парас тĕллевпе те РОСТО организацийĕ тимлет. Акă, çулсеренех Афган вăрçинче пулнисемпе тĕл пулусем иртеççĕ. Январь-февраль уйăхĕсенче оборонăпа массăллă спорт уйăхлăхĕ пулать. Кăçал РОСТО пур шкула та уйăхлăх вăхăтĕнче тÿлевсĕр пневматика патронĕсем уйăрса панă, соревнованисенче винтовкăсемпе тивĕçтернĕ. Кашни çулах февраль уйăхĕнче республикăри соревнованисене хутшăнасси йăлана кĕнĕ. Кăçал та районти 5 яш пневматикăлла винтовкăран тĕл перессипе ăмăртăва хутшăнса 15 команда хушшинче 6 вырăн йышăннă. Республикăри РОСТО (ДОСААФ) организацийĕсем хушшинче пневматикăлла винтовкăран тĕл перессипе иртнĕ конкурсра районти РОСТО та хастарлăхпа палăрнă, 16 команда хушшинче 7-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Май уйăхĕ “Зарница” тата “Орленок” вăйăсем иртнипе асра юлать. РОСТО ку вăйăсенче “Стрелок” конкурсшăн яваплă. Калас пулать, районти организаци вăйăсен, конкурссен çĕнтерÿçисене парнесем парса хавхалантарать. Çавăн пекех май уйăхĕнче республикăра çăмăл автомашинăсен ăмăртăвĕ иртет, унта районти РОСТО организацийĕн команди хутшăнса район чысне хÿтĕлет. Пĕлтĕрхи сентябрь уйăхĕнче РОСТО ĕçченĕсем районта та кун пек ăмăртăва йĕркелерĕç, малти вырăнсене тивĕçнисене паха парнесемпе тата Хисеп грамотисемпе хавхалантарчĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, 2006 çулта спорт мероприятийĕсене йĕркелесе ирттерес тĕллевпе организаци 5 пин тенкĕ тăкакланă.
Çулленех РОСТОн класĕсенчен темиçе ушкăн вĕренсе тухать. Техника профессийĕпе специалистсене хатĕрлесси куллен пулса пырать. Хальхи вăхăтра организаци “А”, “В”, “В”-ран “С”, “Д” категориллĕ водительсене хатĕрлет. 2006 çулта РОСТОн тĕрлĕ категориллĕ водитель пулма 330 çын хатĕрлемелле пулнă пулсан, 593 çын хатĕрленĕ. Укçа-тенкĕ енчен илсен, пĕлтĕр 1 117 120 тенкĕлĕх услам тунă, çулталăк планĕ 179 процентпа танлашать. 2007 çулта тупăш 1 183 000 тенкĕлĕх пулмалла, 540 çынна водитель правине алла илтермелле. Пĕрремĕш кварталта 146 çын водитель правиллĕ пулнă, кадрсем хатĕрленĕшĕн организаци кассине 356 000 тенкĕ тупăш кĕнĕ.
Çамрăксене техника енчен пĕлÿ пама РОСТОн техника хатĕрĕсем çителĕклĕ. Март уйăхĕнче, акă, 125 пин тенкĕпе ВАЗ-2107 маркăллă çăмăл автомашина туяннă. Вĕрентÿпе пурлăх никĕсне лайăхлатассипе вăй хумалли татах та пур-ха.
РОСТО организацийĕн Уставне тата ятне улăштарассипе çыхăннă виççĕмĕш-тăваттăмĕш ыйтусемпе Н.И.Арланов тухса калаçрĕ. Николай Иванович 2006 çулхи ноябрĕн 17-мĕшĕнче РОСТО организацийĕн Уставне улăштарассипе съезд пулнине, йышăннă хăш-пĕр çĕнĕлĕхсене пĕлтерчĕ. Сăмахран, малтан Раççей Федерацийĕн гражданинĕ РОСТО организацийĕн Канашĕн членĕ пулма пултарать тесе каланă пулсан, халĕ вара 18 çул тултарнă гражданин çеç тесе палăртнă. Çапла майпа, Уставпа килĕшÿллĕн, организаци РОСТО (ДОСААФ) ятпах юлчĕ.
Конференцинче РОСТО организацийĕн Канашне те суйларĕç. Хальхи вăхăтра вырăнти организаци Канашĕнче 15 çын шутланать, малашне те ку цифра çавăн пекех пулĕ, унăн йышне çеç çĕнетсе улăштарма йышăнчĕç. Çапла майпа, РОСТО Канашĕнчен В.Торейкина, М.Белова, И.Данилова кăларса вĕсем вырăнне Н.С.Артемьева, Ю.П. Павлова тата “Пирĕн пурнăç” хаçатăн ĕçченне суйларĕç. Организацин ревизипе тĕрĕслев комиссийĕ вара улшăнмарĕ. Комиссинче малтанхи пекех П.Баринов, Е.Герасимова, А.Дерстуганов пулĕç.
Çиччĕмĕш ыйтура республикăри РОСТО (ДОСААФ) организацин конференцине хутшăнма делегат суйларĕç. Пурте пĕр саслăн пулса В.Егоров председателе çак тивĕçе пурнăçлама йышăнчĕç. Юлашкинчен вырăнти организацин патшалăх регистрацийĕпе ĕçлекен çынсене палăртрĕç. Ку йышра РОСТО членĕсем: В.Егоров председатель, Н.Патрикеева бухгалтер, М.Бронюков ĕçчен.