Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çул-йĕр хурăшсăрлăхĕ - пирĕн алăра

Апрелĕн 20-мĕшĕнче Атнарти Культура çуртĕнче районти водительсен, автомеханиксен, инженерсен çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ енĕпе пуху иртрĕ. Çавăн пекех пухăва шкулсенче аслă классенче вĕренекенсем хутшăннине палăртмалла.

Пухăва райадминистрацин обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пай начальникĕн çумĕ, çул-йĕр секторĕн заведующийĕ, районти çул-йĕр хăрушсăрлăх комиссийĕн секретарĕ В.Н.Романов йĕркелесе ертсе пычĕ, кун йĕркипе паллаштарчĕ.

Чи малтанах пухăннисене шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Ю.Г.Ербулаткин иртнĕ çулхи çул çинчи лару-тăрупа кĕскен паллаштарчĕ, кăçалхи пĕрремĕш кварталти кăтартусем çинче чарăнса тăчĕ.

- Паянхи куна çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕнче 7 сотрудник тăрăшать. Вĕсем çул çинчи инкексене сирессишĕн, çынсен пурнăçне, сывлăхне сыхласа хăварассишĕн тимлеççĕ.

2007 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче 3 пин ытла автотранспорт пуррине регистрациленĕ, учета тăратманнисем те пур.

Çул-йĕр тимлĕх ыйтать. Хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманран пĕлтĕр районта 14 инкек пулнă, аварие пула 3 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 20 çын аманнă. Ÿсĕрле руль умне ларни те инкек патне илсе çитерет. 2006 çулта çул çинче ĕçкĕç-водительсене 173-не тытса чарнă, явап тыттарнă. Уйрăм граждансем тата предприяти-организацисенче ĕçлекен водительсем техника тĕрĕслевĕ витĕр тухман автотранспортпа çула тухаççĕ. Çакă çын пурнăçĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать.

2007 çулхи пĕрремĕш кварталта район территорийĕнчи çул çинче 3 инкек пулнă, 2 çын вилнĕ, пĕри аманнă, пурте çуран çÿрекенсен айăпĕпе пулса иртнĕ, - терĕ Юрий Григорьевич.

Ю.Г.Ербулаткин шкул автобусĕсем çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ, иртнĕ çул Атнар ял территорийĕнче шкул ачисем инкек тÿснине тепĕр хут аса илчĕ, автотранспорт рулĕ умĕнче пыракансене çул çинче тимлĕхе çухатмалла маррине асăрхаттарса каларĕ. Çу çывхарнă май, ачасем çул çинче выляма пултараççĕ, ирĕклĕхре вара ача тимлĕхе çухатать. Çавăнпа Юрий Григорьевич ашшĕ-амăшĕсене чун тĕпренчĕкĕсене асăрхасах тăма, педагогсене вĕренекенсене çул-йĕр правилисене хăнăхтарссипе ĕçлеме чĕнчĕ. Акă, тĕслĕхрен, 14 çула çитмен ачан автоçул çине велосипедпа тухма юрамасть. Транспорт çулĕсем - ача пăча вылямалли вырăн та мар.

УГАДН начальникĕ О.В. Ядренкин хăш-пĕр водительсем çул-йĕр правилисене тĕплĕн пĕлменнипе аварие лекни çинче чарăнса тăчĕ, автобуссемпе газельсенче палăртнинчен ытларах çын турттарса йĕркене пăснине пĕлтерчĕ.

Патшалăх техника асăрхавĕн районти аслă инспекторĕ В.М.Васюков сăмах илчĕ, çул çинчи инкексем тракторпа çÿрекенсем хушшинче те пулнине асăнчĕ, механизаторсене юсавлă техникăпа çула тухмаллине, урă пуçпа руль умне лармаллине аса илтерчĕ.

Тĕп больницăри А.П. Яковлев нарколог транспорта ертсе пыракансене сывă пурнăç йĕркине пăхăнса ĕçлесе пыма, эрех вырăнне ытларах сĕт ĕçме сĕнчĕ, сывлăхлă пулма сунчĕ.

Районти РОСТО Канашĕн председателĕ В.В. Егоров водительсене хатĕрлес ĕç мĕнле пынине пĕлтерчĕ, вĕренекенсем çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пĕлнине палăртрĕ, хĕрарăмсем те арçынсенчен кая мар руль умĕнче çирĕп ларнине асăнчĕ.

Шалти ĕçсен пайĕн участок уполномоченнăйĕсен начальникĕн вăхăтлăх ĕçĕсене туса пыраканĕ В.Г.Мерзлайкин участок инспекторĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Сăмах май, вĕсен те, ГИБДД ĕçченĕсем пекех, пур техникăна чарса тĕрĕслеме ирĕк пур.

В.Н.Романов районти çул-йĕр хăрушсăрлăх комиссийĕн секретарĕ пулнă май, 2006 çулта туса ирттернĕ ĕçсем çинчен каласа пачĕ, малашлăхра çул çинчи авари шутне чакарассипе палăртнă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ.

Пухăвăн юлашки пайĕнче 2006 çулта çул-йĕр çинче яланах тимлĕ пулнă, техникăна юсавлă тытнă пултаруллă инженерсемпе механизаторсене, водительсене (пурĕ 11 çынна) райадминистрацин Хисеп грамотисемпе парнесем парса чысларĕç. Çавăн пекех ЧР Шалти ĕçсен пайĕн министерствин ГИБДД уйрăмĕн начальникĕн Хисеп грамотисене Ю.В.Егоров (РОСТО), О.М.Калейкин (райадминистраци), В.Н.Мамуткин (районти газ участокĕ) тивĕçрĕç.

Çул-йĕр çинче йĕрке тума ГИБДД ĕçченĕсемпе пĕрле кашни çула тухакан хутшăнма тивĕç. Пирĕн хăрушсăрлăх - хамăр алăра.



"Пирěн пурнăç"
25 апреля 2007
00:00
Поделиться