Çĕнĕ техника - пысăк вăй
Техника - ял хуçалăх “чĕри”. Унсăрăн пĕр ĕç те пурнăçланмасть. Хальхи вăхăтра пушшех те, мĕншĕн тесен ялсенче ĕçлекенсен йышĕ чакса пырать, алă вĕççĕн ĕçленипех производствăна та çĕклеймĕн.
Паян районти чылай хуçалăх ертÿçисем техника кивелсе пыни пирки пăшăрханса калаçаççĕ. Вăл чăнах та çапла, укçа-тенкĕ çук. Анчах пуçаруллисем, мал ĕмĕтлисем йывăрлăхсене сирсе çĕнĕ техника туянма майсем тупаççĕ. Акă, нумай пулмасть “Коминтерн” ЯХПК ХТЗ-175 трактор туяннă, “Асамат” хуçалăх та çур аки валли çĕр хатĕрлекен, харăсах темиçе ĕç туса пыракан тем сарлакăш КПУ-5,4 агрегат илме вăй çитернĕ. Сăмах май, асăннă хуçалăхсем техникăна çĕнетсех пыраççĕ.
"Пирěн пурнăç"