Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пурнăç тăршшĕпех ачасен канлĕхĕшĕн тăрăшнă

Çут çанталăкăн кашни вăхăчĕ хăйне май илĕртÿллĕ те хитре. Анчах темшĕн-çке çуркунне чи хитри пек туйăнать. Хĕл ыйхинчен вăранса, çуркуннене туйса пĕтĕм ÿсен-тăран, чĕрĕ чун чĕрĕлет. Çурхи шыв вара хĕр кулли евĕр шăнкăртатса юхать. Кăвак та янкăр тÿпери хĕвелĕ те ăшшăн йăл кулса пăхать, хăйĕн ăшă пайăркисемпе çĕре «çупăрлать».

Шăп та лăп çуркуннехи илемлĕ те ăшă кунра, 1927 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнче, Питĕркассинчи Иван Лукичпа Анна Илларионовна Архиповсен çемйинче çаврака питлĕ, кăвак куçлă хĕр Мария çуралнă. Çемьере пурĕ 6 ача ÿснĕ: 4 ывăлпа 2 хĕр. Мария тăваттăмĕш ача пулнă. Марийăн аппăшĕ, Кĕтери, чирлекеленĕ хыççăн уралайман, çĕре кĕнĕ. Икĕ пиччĕшне, Иванпа Григорие, Аслă Отечественнăй вăрçа илсе кайнă, вĕсем унтан таврăнайман. Тепĕр пиччĕшĕ те пĕчĕклех çут тĕнчерен уйрăлнă.1943 çулта йывăр чирленĕ хыççăн Марийăн ашшĕ те вилсе кайнă. Арçын аллисĕр пурнăç самаях йывăрланнă. Пĕчĕк шăллĕне те ура çине тăратмалла пулнă. Паллах, вăрçă çулĕсенче пурте хура-шурне самаях тутаннă, анчах та амăшĕпе çамрăк хĕр ачана пушшех те йывăр лекнĕ.

Вăхăт малалла шунă. Мария та ÿссе хĕр пулнă. Вăл хăйсен урамĕнче пурăнакан Маруся ятлă хĕрпе питĕ туслă пурăннă. Вĕсем пĕрле çÿренĕ, вылянă. Çак Марусьăн Трапай ялĕнче тăванĕсем пулнă. Вăл вара вĕсем патне час-часах хăнана çÿренĕ. Пĕррехинче Маруся Марийăна та хăйĕнпе пĕрле Трапай ялне хăнана илсе каять. Ку ялта вăтам пÿллĕ, кăтра çÿçлĕ те кăвак куçлă каччă пурăннă, ăна Сергей тесе чĕннĕ. Сергей Марийăна куç хывать. Çамрăксен чĕрисенче юрату хĕлхемĕ çунма пуçланă. Каччă хĕре сирень çеçкисене парнеленĕ. Çамрăксем пĕр-пĕринпе час-часах курнăçнă. Кашни тĕл пулмассерен вĕсен юратăвĕ вăйланса пынă. Акă, Сергей Марийăна качча тухма ыйтнă, хĕр хирĕçлемен. 1948 çулхи çуркунне, май уйăхĕнче, сирень çеçки çурăлнă тапхăрта, хирте тăри хăйĕн юррине шăрантарнă вăхăтра Сергей хĕре çураçма килнĕ. Анна Илларионовна вара Марийăна качча парасшăн пулман, вăл питĕ куляннă. Çамрăксен юратăвĕ çирĕпрех пулнипе Мария Сергей Васильевич Макаровпа çемье çавăрнă. Çамрăк хĕре ют çемьере пурăнма çăмăлах пулман. Çамрăк мăшăрсăр пуçне çуртра хунямапа хуняçа, вĕсен хĕрĕ тата мăнукĕ пурăннă. Пурнăçра лайăххи те, япăххи те пулнă, анчах Мария чăтнă. Юнашар юратнă упăшки, ачисем пулни пĕтĕм йывăрлăха тÿссе ирттерме май панă. Сăмах май, Макаровсем çут тĕнчене 2 хĕрпе 1 ывăл парнелнĕ.

Мария ĕмĕрĕпех ачасен савăнăçлă ачалăхĕшĕн тимленĕ тесен те йăнăш пулмасть. Мĕншĕн тесен вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Хĕрлĕ Чутайри ача садĕнче вăй хунă. Унăн ĕç кĕнеки çинче те ĕçе вырнаçнине тата пенсие тухнипе ĕçлеме пăрахнине кăна çырнă. Тÿрĕ кăмăллă, вашават хĕрарăм хуть те мĕнле ĕçе те тĕплĕ, тирпейлĕ, юратса пурнăçланă. Хăйне шанса панă ĕçре яваплăха туйса ĕçленĕ тесе палăртмалла. Коллективра та Мария Ивановна хисепре пулнă, ăна ĕçтешĕсем юратнă. Ырми-канми, нумай çул пĕр çĕрте ĕçленĕшĕн ăна Хисеп грамотисемпе наградăланă, парнесемпе хавхалантарнă.

Ĕмĕр сакки сарлака. Пурнăç тăршшĕпе темĕн те курма пулать. Турри çапла çырнă-ши е шăпи çавăн пек-ши, Мария Ивановнан пурнăçĕ те çăмăл килмен. Çав-çавах пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерсе малалла утнă вăл. Кăçалхи апрелĕн 15-мĕшĕнче вара  Мария Ивановна 80 çул тултарать.  Халĕ те вăл малтанхи пекех ăшă кăмăллă, çемçе чунлă, çепĕç чĕлхеллĕ, йывăрлăхсенчен хăрамасть. Çулне пăхмасăрах хăйне çирĕппĕн тытать, кил-тĕрĕшри ĕçсене вăй çитнĕ таран пурнăçлать. Хăйĕн ачисене, мăнукĕсене яланах ăшшăн кĕтсе илет. Тăванĕсемпе, кÿршисемпе килĕштерсе пурăнать.



"Пирěн пурнăç"
14 апреля 2007
00:00
Поделиться