Пĕтĕм тĕнчери çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн эрни
Юлашки çулсенче республика территорийĕнче, Раççейĕпе пĕтĕмĕшле те, çул-йĕр аварийĕсен хисепĕ палăрмаллах ÿсет. Вĕсенче çулсеренех çĕршывĕпе 1300 çын вилет. Çак йышран 600-шĕ ача-пассажирсем. Район территорийĕнче те çул-йĕр инкекĕсем пулаççĕ. Кăçалхи юлашки 3 уйăха илсен, ку тапхăрта 3 çул-йĕр инкекĕ пулнă, вĕсенче 2 çын вилнĕ, пĕри аманнă. Хусанушкăнь шкулĕнче хĕр ача çывăхра килекен автомашина умĕнчех çул урлă чупса каçма шутланипе пĕр инкекĕ пулнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта вара 2 çул-йĕр инкекне регистрациленĕ, вилекенсем пулман, иккĕн аманнă. Кăçалхи январь-март уйăхĕсенче çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕ правилăсене пăхăнман çуран çÿрекен 23 çынна палăртнă.
Автомашинăсен йышĕ ÿссе пынипе çынсен сывлăхĕпе пурнăçне сыхлас ыйту çивĕч пулса тăрать. Çавна май республикăра, районта та, апрелĕн 23-29-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн эрни иртет. Граждансен пурнăçне упраса хăварассипе профилактика мероприятийĕсене ирттерме палăртнă.
ШĔП-ĕн ГИБДД уйрăмĕ çавăн пекех çынсене çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнма, унти хăш-пĕр пунктсене аса илме сĕнет. Сăмахран, çуран çÿрекенĕн тротуарпа çеç çÿремелле, вăл çук пулсан - çул хĕррипе* транспорт çÿрекен çул хĕррипе йывăр япаласем турттаракан çуран çын çеç, енчен те вăл тротуарпа утакансене чăрмантарать пулсан, кайма пултарать. Çулсем типсе пынă май, урамра велосипедсемпе çÿрекенсем йышланчĕç. 14 çула çитменнисен вара велосипедпа асфальт çул çинче кайма юрамасть. Ытти велосипедистсен правилăна пăхăнса çулăн сылтăм енĕпе çеç çÿремелле.
Автомашина пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине манса ан кайăр, çул çинче питĕ асăрхануллă, тимлĕ пулăр, Çул-йĕр правилисене пăхăнăр.