Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Атте Тăван Çĕршыва хÿтĕленĕ

Пирĕн çĕршыв Аслă Отечественнăй вăрçăра фашистла Германие çĕнтернĕренпе 60 çул çитнине уявлама хатĕрленет. Çак çĕнтерÿре ман аттен тÿпи те пысăк пулнине палăртас килет.

Атте, Вячеслав Дмитриевич Дмитриев, 1922 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тури Çĕрпÿкасси ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Вăл ялти тата Хурашашри тулли мар шкулсенче пĕлÿ пухнă. 1939 çулта  Етĕрнери педагогика училищине пĕтернĕ. 1939-1941 çулсенче Етĕрне районĕнчи Килтĕш тата Мăн Явăш шкулĕсенче ачасене естествознани предметне вĕрентнĕ. 1941 çулхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Киев округĕнчи Кăнтăр хĕвел анăç фронтĕнчи стрелоксен 24-мĕш механизированнăй корпусĕн хĕрлĕ армеецĕ пулса тăнă.

Вăрçă пуçлансан службăри салтаксене киле ямасăрах фронта илсе кайнă. Мăшăрĕ, Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш хĕрĕ, Мария Степановна Дмитриева, алăри пĕчĕк пепкепе юлнă.

Атте вăрçă хирĕнче чи пĕрремĕш кунран пуçласа юлашки  кунĕчченех утса тухнă. Тем те курнă, тем те тÿснĕ вăл вăрçă çулĕсенче.

1941 çулхи раштав сиввисенче Воронеж хули патĕнче сулахай урине пуля çĕмĕрсе суранланă. Арканса кайнă вĕтĕ-вĕтĕ тăхлан ванчăкĕсене ураран кăларас тесе 1942 çулхи ака уйăхĕччен Чкалов облаçĕнчи Соль-Илецк хулинче 3322-мĕш номерлĕ эвакогоспитальте сывалнă. Тăватă уйăх госпитальте сывалнă хыççăн Соль-Илецкри 13-мĕш запасри стрелоксен бригадинче вĕреннĕ, ăна отделени командирĕ пулма шаннă.

1943 çулхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче нимĕçсен Паульс фельдмаршал çар ушкăнĕн ункине пĕтернĕ çĕрте Сталинград хулине хÿтĕленĕ çапăçусенче кĕрешнĕ. Çу-авăн уйăхĕсенче Курскпа Орел хулисем еннелле талпăнакан урса кайнă ирсĕр фашистсене аркатнă çĕрте Центральнăй фронтра та хутшăннă гварди сержанчĕ, рота писарĕ. Раштав уйăхĕнчен пуçласа 1944 çулта Белоруç фронтĕнчи çапăçусенче те хастарлăх кăтартнă, унти шурлăхсенче тăшмана хирĕç çапăçнă.

1944 çулхи хĕл кунĕсенче Варшавăн кăнтăр енчи Польша çĕрĕсене, Лодзь тата Познань хулисене тăшманран хăтарнă. Çу кунĕсенче Бобруйск, Барановичи, Брест хулисене ирĕке кăларнă çĕрте паттăрлăх кăтартнă.

1945 çулхи ака уйăхĕнчен пуçласа Германи хулисене, ялĕсене, юлашкинчен - Берлина ирĕке кăларас операцисенче 1-мĕш мотоинженернăй бригада составĕнче çапăçнă. Берлин хулине минăсенчен тасатнă çĕре хутшăннă.

Вăрçă йывăрлăхĕсем атте сывлăхне самаях хавшатнă. 1945 çулхи çĕртме-раштав уйăхĕсенче 5281-мĕш номерлĕ эвакогоспитальте сипленнĕ.

Гварди сержанчĕ тăван киле 1945 çулхи раштав кунĕсенче Германи çĕрĕнчен, госпитальтен таврăннă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи паттăрлăхшăн “Çапăçури паллă ĕçсем­шĕн”, “Сталинграда хÿтĕ­ленĕшĕн”, “Варшавăна ирĕке кăларнăшăн”, “Берлина ил­нĕшĕн”, “1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн” медальсене тивĕçнĕ.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче аттен  ÿпке çĕрнине хирĕç кĕрешме тивнĕ. “Путь Ленина” колхозра вăй хунă. 1947-1950 çулсенче ялти вулав çурчĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. Кăштах сывлăхне тÿр­летнĕ. Пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе Канашри учительсен институтне вĕренме кĕнĕ, ăна 1955 çулта пĕтерсе географипе естествознани предмечĕсене вĕрентекен пулса тăнă. Унтан тăван ялĕнче учитель пулса ĕçлеме тытăннă. Пултарулăхне кура, хăй тивĕçне чуна парса пурнăçласа пынăшăн ăна Тури Çĕрпÿкассинчи çичĕ çул вĕренмелли шкул директорĕн ĕçне шанса панă. Ку ĕçре сакăр çул (1953-1961ç.ç.) тимленĕ. 1961-1973 çулсенче тăван ялĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта директор çумĕнче вăй хунă. Хăйĕн ĕмĕрне шкул ĕçне парăннă атте ачасене вĕрентессине халалланă. Пенси çулĕсенче те шкул ĕçĕнчен пăрăнаймастчĕ. Вĕрентекенсем чирленĕ е ачапа ларакан амăшĕсем вырăнне час-часах ăна чĕнсе илетчĕç, вăл хаваспах килĕшетчĕ, чунне парса ĕçлетчĕ. Чылай çамрăк, ача-пăча унран канаш ыйтма пыратчĕ.

Тăнăç пурнăçра чылай юбилей медалĕсемпе пĕрле “Ĕç ветеранĕ” медаль, “1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 40 çул тултарнă ятпа Аслă Отечествăллă вăрçăн I-мĕш степенлĕ” орденне тивĕçнĕ.

Шел, атте 1994 çулхи августăн 25-мĕшĕнче, 72 çулта, пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Вăл пирĕнпе çук пулин те ырă сăнарĕ ачисен, мăнукĕсен, тăванĕсен, ял-йыш асĕнчен тухмаççĕ.



"Пирěн пурнăç"
23 апреля 2005
00:00
Поделиться