Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Законовсем

Учитель ĕçĕнче хумханупа кĕтменлĕх, савăнăçпа кичемлĕх, шыравпа ăнтăлу туллиех. Çак професси ăс-тăна, чăтăмлăха, ăсталăха, çынлăха тĕрĕслет. Педагог профессине чунпа суйласа илекенсем чăннипех те тав сăмахне тивĕç. Ырăпа Законовсен династине те асăнмалла. Вĕсен пĕтĕмĕшле педагогика стажĕ 800 яхăн çулпа танлашать.

Сăмахăма чи малтанах Платон Степанович Законов (1900-1986) пирки пуçлăпăр. Сăпайлă, пуян çул-йĕрлĕ педагогăн ĕç стажĕ - 43 çул. П.Законов Хĕрлĕ Чутай салинче çуралнă. 1917 çулта Хĕрлĕ Чутайри икĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан, Чĕмпĕр шкулне ăс пухма кĕнĕ. 1918 çулта каялла, тăван кĕтесе таврăннă, Хĕрлĕ Чутайри учительсен семинарийĕнче 1921 çулччен пĕлÿ пухнă. 1924 çулччен Платон Степанович Хĕрлĕ Чутайри педагогика техникумĕнче заведующи тата учитель ĕçĕсенче тăрăшнă. 40 çул хушши Анат Кăмашари шкулта вăй хунă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан П.Законов нимĕç захватчикĕсене хирĕç кĕрешме тухса каять. Çапăçусенче хастарлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн вăл “Варшавăна ирĕке кăларнăшăн”, “Кенигсберга илнĕшĕн”, “ 1941-1945 çулсенчи  Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн” медальсене тивĕçнĕ.

П.Законовăн педагогикăри ĕçне тишкернĕ май, вăл чăннипех те ачасене вĕренÿпе воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшнине палăртмалла. Тĕслĕхрен, 1924 çулта Хĕрлĕ Чутай салинче хут пĕлменлĕхе пĕтерекен шкула уçассишĕн чылай вăй хунă.

Платон Степанович анлă тавра курăмлă çын пулнă. Вĕренекенĕсем те ăна хисепленĕ, унран тĕслĕх илме тăрăшнă.

Ашшĕн пархатарлă ĕçне ачисем те курса çитĕннĕ, ун пекех хисеплĕ вĕрентекен пулма ĕмĕтлен­нĕ. Акă, тăхăр ачаран виççĕшĕ: Зоя, Виктор тата Владимир унăн çулне суйласа илнĕ.

Тава тивĔÇлĔ учитель

Зоя Платоновна Законова (упăшкин хушамачĕпе Прокопьева) ашшĕн педагогика ĕçĕнчи стажĕ çумне тата 38 çул хушать. Зоя Платоновна учитель ĕçне Штанашри вăтам шкултан тытăнать. Çакăнтах пуян опыт пухать, ачасене биологипе хими предмечĕсене вĕрентет. Хуть те хăш вăхăтра та: кăнтăрла е каçхине, канмалли е уяв кунĕсенче, отпускра е каникул вăхăтĕнче ăна яланах шкулта тупма пулнă. Шкул уншăн иккĕ­мĕш кил вырăнĕнчех тăнă.

Зоя Платоновна хăйĕн предметне чунтанах юратса вĕрентнĕ. Çавăнпах пулĕ ĕнтĕ ăна “ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ”, “РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ” хисеплĕ ят, “Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ” паллă тата чылай Хисеп грамотисемпе чысланă.

Зоя Платоновна мăшăрĕ те, Александр Николаевич Прокопьев, хăйĕн пурнăçне учитель профессийĕпе çыхăнтарнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Штанаш шкулĕнче историпе обществоведени предмечĕсене вĕрентнĕ. А. Прокопьев тăрăшулăхпа, тÿрĕлĕхпе, хăюлăхпа палăрса тăнă. Кану вăхăтне пăхмасăр вăл хăй тĕллĕн истори кабинетне илемлетнĕ. Александр Николаевичăн ĕç стажĕ 40 çул майлă.

Учителĕн ĕçе те, ачасене те юратмалла

Виктор Платонович Зойăран икĕ çул кĕçĕн. Вăтам шкул пĕтерсенех вăл Канашри учительсен институтне вĕренме кĕрет.

1953 çулта асăннă институтра ăс пухнă çирĕм выпускник хăйсен ирĕкĕпе Камчатка облаçне тухса каяççĕ. Вĕсен йышĕнче В.Законов та пур. Çакăнта ĕнтĕ халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, Виктор Платонович, ĕçе пуçăнать. Икĕ çул хушши - учитель пулса, 5 çул директор ĕçĕнче вăй хурать. 1960-1963 çулсенче ăна инспектор пулма шанаççĕ, хыççăн - районти вĕрентÿ пайĕн заведующийĕ. Çав хушăрах 12 çул хушши - Николаевск облаçĕнче директор çумĕ, кайран 7-мĕш номерлĕ интернатра директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче тимлет. Тепĕр икĕ çул çак интернатăн ертÿçи пулса ĕçлет. 1987 çулхи январь уйăхĕнчен тытăнса 1989 çулхи март уйăхĕччен тăлăх ачасен тата ашшĕ-амăшĕ хÿттисĕр тăрса юлнисен 5-мĕш номерлĕ шкул-интернатĕнче директор çумĕнче тăрăшать. 1989 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Привольнянскри ятарлă шкул-интернатра директорта вăй хунă.

Унăн педагогика ĕçĕн­чи  34 çулĕ (44 çултан) шкул-интернатпа çыхăннă. Паллах, ертÿçĕ пулма питех те йывăр. Воспитанипе вĕрентÿсĕр пуçне директорăн хуçалăхри ĕçсене те йĕркелесе ертсе пымалла, ачасен пурнăç условийĕсене лайăхлатма тăрăшмалла.

Çакăнта Виктор Платоновичăн аса илĕвне асăнса хăвармалла: “Енчен те эпĕ Украинăра тăрăшса ĕçленĕ пулсан, Раççейре вара манăн ĕç пĕлтерĕшлĕрех, паллăрах пулĕччĕ”. Чăннипе те, В.Законов пысăк опытлă, квалификациллĕ  учитель пулнă. Унăн опычĕпе чылайăшĕ хăйсен ĕçĕнче усă курнă. Виктор Платонович пирки çырнă май, Л.Н.Толстойăн сăмахĕсем аса килеççĕ: “Енчен те учитель хăйĕн ĕçне кăна юратать пулсассăн, вăл лайăх учитель. Енчен те учитель вĕренекене ашшĕ-амăшĕ пек юратсан, вăл пĕтĕм кĕнекене шĕкĕлчесе тухнă, анчах та ĕçе тата ачасене кăмăлламан учительтен те лайăхрах пулĕччĕ. Енчен те учитель хăйĕн ĕçне те, вĕренекенĕсене те юратсан - вăл пур енчен те лайăх учитель”. Виктор Платонович шăпах çак категорие кĕрет те.

ĔÇЕ юратса, чунтан парăнса

Платон Степановичăн виççĕмĕш тĕпренчĕкĕ - Владимир. Владимир Платонович Анат Кăмашари вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти педагогика класне ăс пухма кĕрет. Пĕлÿ пухнă хыççăн ăна Çĕмĕрле районне ĕçлеме яраççĕ. Анчах та тепĕр виçĕ уйăхран вăл Совет Çарĕн ретне тăрать. Салтак тивĕçне чыслăн пурнăçласа таврăнсан пĕр хушă Саланчăкри вăтам шкулта ĕçлет. 1973 çултан тытăнса паянхи кунчченех Анат Кăмашари вăтам шкулта физкультура учителĕ пулса тăрăшать.

Владимир Платонович педагогика класĕнче вĕреннипе çеç çырлахман. Хăйĕн пĕлĕвне анлăлатас, тарăнлатас тĕллевпе вăл куçăмсăр майпа - Альметьевскри техникумра, хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ăс пухать.

Акă, 30 çула яхăн ĕнтĕ ăна ачасем хушшинче тĕл пулма пулать: хĕлле - йĕлтĕрпе, шашка-шахмат вăййисенче, ытти вăхăтра - шкулти тата ялти стадионра. В.Законов хă­йĕн çитĕнĕвĕсемпе нихăçан та хăпартланма юратман, яланах вăл - сăпайлă, ĕçе чунтан парăннă учитель.

Сăмах май, Владимир Платоновичăн йĕлтĕрпе чупассипе пĕрремĕш разряд. Ахальтен мар калаççĕ: “Кам стадионпа туслă, вăл чемпион”, - тесе.

Владимир Платоновичăн ывăлĕ те, Николай Владимирович, хăйĕн пурнăçне учитель ĕçĕпе çыхăнтарнă. 2004 çултан тытăнса вăл Çĕмĕрлери 7-мĕш номерлĕ шкулта физика предметне вĕрентет, ашшĕпе аслашшĕн ĕçне малалла тăсать.

Çавăн пекех палăртма кăмăллă, Степан Федоровичăн Левăпа Андрей тата Анна хĕрĕ пулнă. Лев Степанович, аслă пич­чĕшĕ, Платон Степанович, пекех, çамрăк ăрăва вĕрентÿпе воспитани парас ĕçре тимленĕ, 47 çул хушши ачасене пĕлÿ панă.

Законовсен династине Клавдия Андреевна Михопаркина, Петр Васильевич Законов тата унăн ывăлĕ Сергей Петрович, Наталья Анатольевна (Сергей Петровичăн арăмĕ), Николай Андреевич Законовпа Галина Михайловна Еремина (мăшăрĕ), Федор Иванович Шахматов (Елена Платоновнан упăшки), Наталья Юрьевна Терентьева (Юния Платоновнан хĕрĕ), Сергей Макарович Законовпа унăн хĕрĕ Антонина Сергеевна, Тамара Ильинична Шачкова (Антонина Сергеевнан хĕрĕ)... малалла тăснă.

“Ĕç çынна хисепе кăларать”, - теççĕ. Ĕçе юратса, чунтан парăнса çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ туса пыни Законовсен династине чыс кÿрет.



"Пирěн пурнăç"
20 апреля 2005
00:00
Поделиться