Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хĕрлĕ Чутай вăрман хуçалăхĕ çĕнтернĕ

Чăваш республикинчи вăрман хуçалăх агентстви вăрман  хуçалăхĕсем, лесничествăсем, специалистсемпе рабочисем хушшинчи 2004 çулхи экономика ăмăртăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Кĕрешÿре Хĕрлĕ Чутай вăрман хуçалăхĕн коллективĕ (директорĕ В.Е.Савинкин) çĕнтернĕ тесе йышăннă. Лесничествăсенчен - Присурски лестничествин коллективĕ, лесниксенчен Присурски лесничествин лесникĕ Н.В.Галичанов республикăра иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Палăртма кăмăллă, кун пек  çĕнтерÿçĕ ята районти вăрман хуçалăхĕ республикăра юлашки çулсенче 4 хутчен илме тивĕçрĕ.

Çĕнтерÿçĕ ĕç коллективĕсене ертсе пыракансене тата вăрман хуçалăх производствинче мала тухнисене пĕрремĕш вырăншăн виçĕ уйăхри ĕç укçи, иккĕмĕш вырăншăн - икĕ, виççĕмĕш вырăншăн пĕр уйăхри ĕç укçи чухлĕ преми тата Хисеп грамотисем парса хавхалантарнă.

Çакă паха - Хĕрлĕ Чутай вăрман хуçалăхĕ конкурс условийĕсемпе килĕшÿллĕн Пĕтĕм Раççейри конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнать.

 



"Пирěн пурнăç"
16 апреля 2005
00:00
Поделиться